АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яш-кĕрĕмĕн те татса памалли ыйту нумай

21 октября 2015 г.

 Октябрĕн 15-мĕшĕнче райадминистрацин Пысăк залĕн- че "Çамрăксен парламентаризмне аталантарасси" ятпа çамрăксен информаци кунĕ иртрĕ. Кунта районăн активлă яш-хĕрĕ, волонтерсем, çамрăк çемьесем хутшăнчĕç.

Район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен директорĕ Алена Адикина çамрăксен парламентаризмĕ мĕнле ĕçсем тунине, унăн тĕп тĕллевĕсем пирки каласа пачĕ. Çавăн пекех Çамрăксен парламенчĕн полномочийĕн вăхăчĕ иртнипе çĕнĕ йыш йĕркеленнине пĕлтерчĕ. Кунта хутшăнас тесен 18 çултан пуçласа 35 çула çитмен çамрăксем заявлени çырма пултараççĕ. Алена Кузьминична хĕрсемпе каччăсене район пурнăçĕнчен айккинче юлмалла маррине, тăван çĕршывăн актуаллă ыйтăвĕсене аслисемпе пĕрле татса памаллине пĕлтерчĕ.

Пирĕн тăрăхра Çамрăксен парламенчĕсĕр пуçне тата "Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕ", "Çамрăк гварди", ял тăрăхĕсенче Çамрăксен канашĕсем ĕçлеççĕ. Çак юхăмсен ĕçĕ пирки информаци кунĕнче вĕрентỹ пайĕнчи çамрăксемпе ĕçлекен методист Алина Антонова ăнлантарса пачĕ. Сентябрь уйă- хĕнче Етĕрне хулинче ирттернĕ ĕçлекен çамрăксен Канашĕсен конкурсне хутшăнса 3-мĕш вырăн йышăннă каччăсемпе хĕрсене Хисеп грамотисем тата асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕ.

Çавăн пекех пуçтарăннă халăх умĕнче Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕн председателĕ Валентина Фролова тата "Çамрăк гварди" пĕрлешĕвĕн ертỹçи Валентина Горбунова тухса калаçрĕç, çак тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăчĕç, хăйсен йышне хутшăнас кăмăллисене хапăл тунине пĕлтерчĕç.

Мероприятинче чи активлисене, "Çамрăк çемье - 2015", "Объективра _ çемье", "Чи лайăх çамрăк специалист - 2015", "Ачасене савăнăç парнеле" конкурссен çĕнтерỹçисене райадминистрацин кадрсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Торговцев Хисеп хучĕсем, Тав хучĕсем тата парнесем парса чысларĕ. Пĕрлештернĕ клуб системин ĕçченĕсем В. Арланова, Р. Семенова тата Ю. Езюков хăнасене илемлĕ юрăпа савăнтарчĕç.

Н. НИКИТИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика