21 октября 2015 г.
Çĕнĕ Ахпỹрт тĕп шкулĕнче литература тĕнчипе ачасене тĕрлĕ енлĕн паллаштарма тăрăшаççĕ. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче А. С. Есенин 120 çул тата К. М. Симонов 100 çул тултарнине паллă турĕç. Ачасем поэтсен ĕçĕ-хĕлĕ тăрăх хаçатсем кăларчĕç. 6 класра вĕренекенсем ăна тĕп- лĕнрех калăпласа малти вырăна тухрĕç. Сăвă илемлĕ вулакансен тупăшăвĕнче 5-8 классем хушшинче С. Шакеева, Т. Тарасова, О. Медведева, А. Рогина, аслăраххисенчен Д. Мыльникова, В. Тесленко, А. Океанова, А. Тарасова палăрчĕç. С. Суркова библиотекарь поэтсен кĕнеке выставкине йĕркелерĕ.
8 класра вĕренекенсем "Есенин тата кĕвĕсем" композици хатĕрлерĕç. Ачасем унăн сăввисене тишкерчĕç. Вĕсем тăрăх хывнă юрăсене итлерĕç.
К. Симонова халалланă урок иртрĕ. Çитĕнекен ăру поэт çинчен презентаци пăхрĕ. А. Тарасова çыравçă пирки тĕплĕнрех каласа пачĕ. Автор сценарийĕпе ỹкернĕ "Шел солдат" кинофильм та интереслĕ пулчĕ.
Пухнă пĕлĕве юлашкинчен КВНра тĕрĕслерĕç. Кунта 8 классен тавракурăмĕ анлăрах пулни сисĕнчĕ.
Ашшĕ-амăшĕ хатĕрлесе панă вĕри кукăльпе чей ĕçни те асра юлатех
Л. КАЗАКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)