АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимсĕрлĕх хака ан лартăр

21 октября 2015 г.

Урамра лỹшкесе çумăр çăвать. Патăрьелĕнчи виçĕ хутлă пĕр çурт умĕпе иртсе пынă май ача сасси илтĕнчĕ. Вăл вăйланнăçем вăйланчĕ. Малтанах тимлесех итлемерĕм-ха ăна. Кăштахран ача пулăшу ыйтнăн туйăнчĕ. Чун-чĕре çỹçенсе илчĕ. Каялла çаврăнтăм.

Виççĕмĕш хутăн çурма уçă чỹрече янаххи çинче çамрăк ача йĕрсе тăрать. Мĕнле пулăшмалла ăна? Инкек ан пултăр тесен мĕн тумалла? Пуçра тĕрлĕ шухăш чупса иртрĕ. Ача вара хытăран хытă йĕрет. Чỹречене яриех уçасшăн тăрмашать. Ăна лăплантарас тĕллевпе чỹрече çинчен анма сĕнтĕм. Самантлăха сасă чарăнать. Унтан каллех шав илтĕнет. Ача чỹречене вăйпах чышать. Пуçне чиксен урама веçех курасшăн пулас. Унччен те пулмарĕ кантăк уçăлчĕ. Ача халь-халь çĕре ỹкессĕн туйăнать, ман çине пăхать те куççỹльпех йĕрет. Эпĕ каялла хваттере кĕме сĕнетĕп. Урамра урăх çын та çук. Илĕртсе калаçтарнă хыççăн пĕрремĕш хута чупса кĕрсе пулăшу ыйтрăм. Харăсах икĕ хĕрарăм, ун хыççăн тата ыттисем та тухрĕç. Пĕрисем хваттер алăкĕ патне васкарĕç, теприсем çурт умне. Ачана чăвашла калаçтара-калаçтара лăплантарчĕç, чỹрече çинчен антарчĕç. Хăрушлăх сирĕлнине кура эпĕ хамăн ĕçпе васкарăм. Каялла таврăннă чухне вара инкек пулманнине, амăшĕ те таврăннине пĕлтĕм.

Мĕншĕн çыратăп-ха çакна? Çамрăк ачасене пĕччен хăвармалла марах. Çитменнине тата чỹречине вăл хăй те уçайман-тăр. Амăшĕ асăрханусăр пулнă. Хальхи пластик кантăксене уçма та ансат тата.

Ĕçлекен ашшĕ-амăшне ача-пăчана ỹстерме çăмăл мар. Çуллахи вăхăтра хăш-пĕр садиксем те ĕçлемеççĕ. Лагерьсене те пурте каяймаççĕ. Вĕсене пĕччен хăварассинчен шутламаллах ĕнтĕ. Темиçе çемьен пĕр калаçура пулса ашшĕ-амăшĕ килте пулман чухне кỹршĕ-арша хăварсан та вырăнлах. Лавккана, аптекăна, е ытти çĕре тухса кĕресси кашнийĕнех пулать-çке. Инкеке лексен чавса çывăх та çыртаймăпăр. Раççей телевиденийĕпе те пĕр çуртра харăсах çул çитмен 7 ача çунса вилнине кăтартрĕç вĕт тата ытти те.

Пăрăх пичкинче пурăннă пек пурăнатпăр вĕт хăш-пĕр чухне. Яланах ăçта та пулин каймалла. Çуртран тухмалла. Пурнăç ĕнтĕ. Ачасен ачалăхĕ телейлĕ, ашшĕ-амăшĕн ватлăхĕ хаваслă пултăр.

М. КАРИМОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика