21 октября 2015 г.
Районта спорт мастерĕсен йышĕ ỹссех пырать. Çак кунсенче вĕсен ретне Раççей шайĕнче палăрнă тепĕр çын хутшăнчĕ. Вăл Шăнкăртамри "Корэш" кĕрешỹ шкулĕн воспитанникĕ. Марат Купкенов 2012 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Пуçламăш çитĕнĕвĕсене республикăри кĕрешỹ федерацийĕн обществăлла организацийĕн президенчĕ Ф. Чабатов ертсе пынипе тунă. Кĕрешме хăнăхассине 3 класран пуçланă. Унтанпа пысăк çитĕнỹсем тунă, 5 хутчен Раççей ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ. Тутарстан Республикинчи ăмăртусенче тунă çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ.
Ферид Киаметдинович нумай кĕрешỹçĕн малтанхи тренерĕ. Унăн воспитанникĕсем Раççей тата республика шайĕнчи ăмăртусенче пысăк кăтартусем тăваççĕ. Марат паянхи кун Хусан патшалăх университечĕн юридика факультетĕнче 4 курсра вĕренет.
Ывăлĕн çитĕнĕвĕнче ашшĕн _ Минерассых Минтагировичăн тỹпи те пысăк. Вăл спортсмена пур çĕрте те пулăшса, хавхалантарса пырать.
А. АФАНАСЬЕВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)