АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултав серепине ан çакланăрах

24 октября 2015 г.

КĔСЬЕ телефонĕ кашнийĕн аллинче пур халĕ. Ватти те, вĕтти те унпа çăмăллăнах усă курать. Ĕлĕкхилле хутпа ручка алла тытса çыру çырасси те çук. Кĕске хыпарсем самантрах ывăл е хĕр, пĕлĕш патне çитеççĕ. Çамрăксем вĕсене куç хупса та çырма пултараççĕ. Аслăраххисене е ватăсене хыпар пĕлсе пултăр. Тепĕр чухне вара вĕсем улталанаççĕ те. Шульăксем шахвăртса вĕсен банкри реквизит картин номерне ыйтса пĕлеççĕ. Е пĕр-пĕр çĕре укçа хумаллине ăша хывтараççĕ. Хĕрĕ, ывăлĕ инкеке кĕрсе ỹкнĕ-мĕн. Ăна пулăшма виçшер, пи- лĕкшер пин тенкĕ укçа кирлĕ. Ултавçăсем шутарса та çемçен калаçма пĕлеççĕ. Пăшăрханса ỹкнĕ ашшĕ-амăшĕ вара пĕр шелсĕрех шульăксене укçа куçарса парать. Республикăри шалти ĕçсен министерствин пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх 100-шер пин тенкĕ шеллеменнисем те пур. Мĕншĕн маларах укçине кам патне куçараканпа калаçмаççĕ-ши? Телефон çакăншăн мар-и? Ултавçăсен серепине ан çакланăрах.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика