24 октября 2015 г.
Çак кунсенче районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекенсен канашлăвĕ иртнĕ. Вĕсем 9 уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетнĕ.
Пуçлăх тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан А. Демидова профилактика ĕçĕ мĕнле пынипе паллаштарнă. Вăл чир-чĕртен прививкăсене вăхăтра туса пынине пĕлтернĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 55547 диагностика тĕпчевĕ, 139545 профилактика уколĕ тунине каланă.
Патшлăхăн районти аслă инспекторĕ С. Савельева ял хуçалăх предприятийĕсене тĕрĕслени, вĕсенче тупса палăртнă çитменлĕхсем пирки чарăнса тăнă. Ун сăмахне малалла республикăри ветеринари лабораторийĕн районти уйрăмĕн ертỹçи Л. Ефимова тăснă. Вăл кĕркунне ĕнесемпе пушмак пăрусен юнне, сĕтне тата сенажпа силосăн пахалăхне тĕрĕслеме илсе килмелли пирки асăрхаттарнă.
Выльăхсен сывлăхĕ мĕнле условисенче пурăннипе те çыхăннă. Кăçал районĕпе 61400 тăваткал метр витене дезинфекциленĕ, 50900 _ дератизациленĕ, 23200 _ дезинсекциленĕ, 53300 тăваткал метр шуратнă. Ĕçе мĕнле пахалăхпа пурнăçланине пĕлес тĕллевпе 26 хуралтăран 230 проба илни çинчен те сăмах хускатнă, специалистсем хăйсене шаннă тивĕçе аван пурнăçланине палăртнă.
Канашлура ветспециалистсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, çĕнĕ препаратсен витĕмĕ пирки калаçнă.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)