24 октября 2015 г.
Редакцинче ĕçлеме пуçлани çулталăк иртсе те кайрĕ. Тин кăна çак ĕçе кỹлĕнтĕм пек туйăнать хама, анчах та кунсем темшĕн питĕ хăвăрт шăваççĕ. Вулакансене хаçат кирлĕ пек тивĕçтертĕр тесе сахал мар тăрăшать кунти коллектив. Ăста журналистсем хăйсен ĕçне юратса ĕçлени куç умĕнче. Çыракансем районти ялсене, халăха, вĕсен шухăш-кăмăлне лайăх пĕлни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хаçатпа тачă çыхăну тытакансем те хăйсен материа лĕсене килсе парсах тăраççĕ. С. Кулакова, Н. Кошелева, Я. Степанов, И. Ерофеев, А. Фролов, В. Бородкин, В. Селиванов, Л. Казакова, С. Ишмуратова, Р. Гайфин, П. Салихов, Л. Исхаков тата ытти обществăлла корреспондентсем _ пирĕн çывăх туссем. Вĕсем хăйсем пĕлни, курни çинчен çырса халăха пĕлтереççĕ. Манăн вĕсене тав сăмахĕ калас килет, çырăр, шăнкăравлăр, кĕрсе тухăр, сирĕн статйăрсене халăх хапăлласа йышăнать.
Акă, Çĕнĕ Ахпỹртри О. Волкова юлашки вăхăтра Л. Лялькин, В. Мальцева çырнă статьясем хаçат страницисенче курăнманни пирки пăшăрханса çырса ячĕ. Унчченсенче Ольга Ильинична хăй те аван шăрçалатчĕ-ха вĕсене. Унăн ыйтăвне хуравласах терĕм. Чăнах та материалсем, статьясем пирĕн патăрта пур, анчах та васкавлă, актуаллă темăпа çырнисене кун кăтартнипе вĕсем валли вырăн çитеймерĕ. Пăшăрханма кирлĕ мар, эпир ал çырăвĕсене ниçта та пăрахмастпăр, пĕчĕккĕн кун çути кăтартса пыма тăрăшатпăр. Хыпарсене вулакансем патне çитернĕ май содержанине те, тематикине те, географине те шута илетпĕр-çке.
Халĕ 2016 çулхи 1-мĕш çур çулшăн çырăнтару тапхăрĕ пырать. Эпир "Авангард" хаçат тусĕсен _ çыракансен, вулакансен, çырăнакансен _ йышĕ хутшăнасса шансах тăратпăр. Халиччен те пĕрле пулнă, малашне те пĕрлех юласчĕ.
Н. МАЗЯКОВА, хаçатăн тĕп редакторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)