24 октября 2015 г.
Раççей шайĕнче ялсенчи шкулсене ачасене тарăн пĕлỹ парас, вĕсен пултарулăхне аталантарма майсем йĕркелес енĕпе хакланă. Чи лайăх 200 шкул шутĕнче _ пирĕн республикăри 6 пĕлỹ çурчĕ. Вĕсенчен пĕри вара _ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă факта республикăри вĕренỹ тытăмĕнчи ырă улшăнусемпе çыхăнтарать. Юлашки çулсенче Чăваш Енре çак отрасле аталантарма, çĕнетме тăрăшни хăйĕн тухăçне парать те. Бюджетра вĕренỹ тытăмĕ валли уйăракан тăкаксен статйи _ чи пысăкки. Ачасене шкулсенче паха пĕлỹ парасси _ приоритетлă тĕллев.
Тăхтав вăхăтĕнче шкул коридорĕ шавлă. 924 вĕренекен хĕвĕшет унта. Пĕрисем кабинетран кабинета куçаççĕ. Теприсем тепĕр урок пуçланиччен пуçа, кĕлетке-çурăма кантарасшăн. Патша çуран çỹренĕ çĕре те çитмелле тата ытти те. Кĕçĕннисен ури тупанĕсем урайне перĕнейменни те пур. Тĕлĕнмелли çук. Сывă ачасен çапла пулмалла та.
Шкулăн çитĕнĕвĕ пуçласа мар çакă. Раççейри ялти вĕренỹ учрежденийĕсенчен чи лайăххисен шутне маларах та кĕнĕччĕ вăл. Кăçал вара Пĕтĕм Раççейри вĕрентỹ форумĕнчен те дипломпа тата медальпе таврăнчĕ ертỹçĕ. Раççей шайĕнчех Хисеп кĕнекине кĕме тивĕçрĕ тата ытти те.
Çитĕнĕве коллектив тĕллев патне пĕр çын пек пулса ĕçе утнинче те куратăп эпĕ. 75 педагог вăй хурать шкулта. Вĕсенчен 30-шĕ (40 процент) аслă, ыттисем пĕрремĕш категориллĕ. В. Падисов, А. Майрина, Э. Карягина "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ", П. Никитин "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ", В. Шихранов, Н. Карягина, Ю. Миронова, П. Козлов "Вĕрентỹ отличникĕ", В. Афанасьева, А. Майрина, В. Федорова, Е. Ресметова, Е. Падисова, Л. Максимова, Е. Краснова, Е. Бабаева, Е. Маркиданова "Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" сумлă ятсене тивĕçнĕ. 6-шне Раççей Федерацийĕн вĕрентỹпе наука министерствин, 19-шне республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин грамотисене панă.
Э. Карягинăпа А. Михайлова Раççей Федераци Президенчĕн, Н. Андреева республика Пуçлăхĕн гранчĕсене илнĕ. 5 вĕрентекен республика Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулнă.
53 педагог шкулта 20 çул ытла вăй хунишĕн те савăнмалла. Кадрсем куçса çỹресси çук кунта. Ĕçе çамрăксене те явăçтарса пыраççĕ. Виççĕшĕн ĕç стажĕ 5 çул та çук.
Вĕрентекенсен 80 проценчĕ хăйĕн ĕç стильне мала хурать. Çавăнпа юлашкинчен пулакан кăтартусем те курăмлă ĕнтĕ. Уçă уроксем парасси йăлара. Ку енĕпе ирттерекен методика фестивалĕсенче кăçал С. Урукова, Л. Максимова (кĕçĕн классене), Е. Бабаева, Н. Путякова, Е. Перепелкина, Н. Федорова (чăваш чĕлхипе литература), А. Клементьева, Т. Журавлева (математика, информатика), П. Никитин (музыка), Ф. Югаметова (акăлчан чĕлхи), А. Майрина, Е. Краснова (вырăс чĕлхипе биологи) тата ыттисем çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.
Шкул "Эпĕ ишме пĕлетĕп", "Социаллă-культурăллă çăл куçсене пурнăçа кĕртекен"_ республика, "Çивĕч ăслă ачасен", "Шкул ачисене _ гражданла-патриотла воспитани паракан" муниципаллă проекчĕсен пилотлă плошадки шутланать. Федераллă патшалăх вĕрентỹ стандартне пурнăçа кĕртсе çитĕнỹсем тăвать.
2014 çулта 12 ача хăйне евĕрлĕ ỹсĕмсем тунăшăн, 2015-мĕшĕнче вун виççĕн медальсене тивĕçрĕç. 70 вĕренекен районти предмет олимпиадисенче малти вырăнсене йышăнни те савăнтаратех. Е. Кошкина, Ю. Тукмакова виçшер, Д. Гаврилов, Г. Мухутдинова, Ч. Галялтдинова, А. Петрова икшер предметпа çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Ю. Васюткин, В. Падисов, В. Портнов, В. Федорова, Е. Краснова, Н. Кошкина, О. Елкина педагогсем хатĕрленĕ ачасенчен ытларах призерсем палăрчĕç. Кунсăр пуçне дистанциллĕ, регионсем хушшинчи Раççей шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнакансем йышлă. Ачасем тĕпчев ĕçĕсене уроксем хыççăн, элективлă курссенче явăçаççĕ. "ХХI ВЕКтор" профиллĕ лагере çỹрени те ỹсĕм паратех.
Вĕренỹ учрежденийĕ Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсемпе çыхăнура. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене хатĕрленнĕ май историпе тата обществознанипе 30 сехетлĕх курс ирттернĕччĕ. Усси каллех куç умĕнче пулчĕ.
Педагогсен тăрăшулăхĕ ачасене малалла ăнтăлма пулăшать те ĕнтĕ. Пур енĕпе те кăтартуллă çитĕнекен ăру район администрацийĕпе республика пуçлăхĕсен стипендийĕсене тивĕçет. Иртнĕ вĕренỹ çулĕн-че тата кăçал Д. Гаврилов, Ч. Галялетдинова (ăслă ачасене паракан стипенди), Е. Сандыркина, К. Емельянова, Н. Андреева усă курчĕ вĕсемпе.
Хушма пĕлỹ илмелли кружоксемпе секцисем йышлă ĕçлеççĕ шкулта. Вĕсенче пухнă ăсталăх вара республикăри чылай конкурсра хутшăнма май парать. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене шутласа та кăлараймăн.
Вĕренме кирлĕ услови тивĕçтеретех кунта. Пуçламăш классем валли 14 кабинет уйăрнă. Аслисен _ 40 вĕренỹ кабинечĕ. Икшер спорт тата тренажер залĕсем. Хореографи класĕ пур. Çĕвĕ мастерскойĕ, библиотека, вулав залĕ, процедура тата стоматологи кабинечĕ, столовăй... 11949 вĕренỹ кĕнеки. Икĕ автобус ялсенчен 120 ачана турттарать. Вĕренỹ тĕллевĕпе 65 компьютер усă курăнать. Информациллĕ технологи хатĕрĕпе кашни преподаватель ĕçлет.
Алла аттестат илнĕскерсем, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ шкул канашĕн ĕçне хутшăнаççех. Çакă та вĕрентỹ ĕçĕнче кирлех. Педагогика коллекти- вĕнчи 24 ĕçчен асăннă вĕренỹ учрежденийĕнче пĕлỹ пухни те кăмăллă.
Вĕренỹ пахалăхĕн мониторингĕпе пĕрремĕш вăтам шкул малти вырăнта тăрать. Çавăнпа та кунта районти чылай ялтан ачасем ăс пухма çỹ-реççĕ те ĕнтĕ. Коллектива Н. Андреева (çỹлти сăн ỹкерчĕкре) ертсе пырать. А. Гранатская, Г. Краснова, М. Терентьева, О. Елкина çумĕсем те пысăк ĕç стажĕллĕ. Кашнийĕ ачасене тăрăшса вĕренекен пĕр çын япăх вĕренекен 7 çынна тăнине тĕллевлĕ ăнлантарса пĕлỹ парассишĕн çине тăрса, çанă тавăрса ĕçлеме тăрăшать.
А. АСТРАХАНЦЕВА.
С. ПЕТРОВА, республикăри çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ:
_ Чăваш Енри шкулсем чи лайăххисен списокне лекнинчен тĕлĕнмелли çук. Кунта патшалăх политики вĕрентĕве мала хунипе пĕрлех педагогсен ăсталăхĕ пысăккине те палăртмалла. Çитĕнỹсем шкул ачисен пĕлĕвне ỹстерессишĕн ашшĕ-амăшĕ çине тăмасăр та пулайманни паллă. Телее хальхи вăхăтра ачасем тарăн пĕлỹллĕ пулччăр тесе тăрăшакан чылай.
Ялтисен хушшинче хăйĕн ятне çỹлти шайра сыхласа хăварма пултарнă Патăрьел шкулне палăртас килет. Райцентрти вĕренỹ учрежденийĕ çапла çитĕнỹ тăвайни хăй вăхăтĕнче эпир унта ресурс центрне çавăрнипе те çыхăннă. Оборудованисем вырнаçтарса пĕчĕк ялсенчи шкулсенчен вĕренекенсене район центрĕнчине автобуспа илсе çỹрессине йĕркелени, педагогсен квалификацине вăхăтран вăхăта ỹстерсех тăни, профиль класĕсем уçни _ акă паянхи кăтартăвăн никĕсĕ.
Шухăш
Н. АНТОНОВА, кĕçĕн классене вĕрентекен:
_ Шкул саккинче ларнă чухнех манăн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула вĕрентекен пулса килес ĕмĕт пысăкчĕ. Çавăнпа педагогика университечĕн физикăпа математика факультетне çул тытрăм. Шăпа тỹрех журнал тытса класс алăкне уçса кĕме пỹрмерĕ. Çавах 3 çул каялла ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Халĕ (пĕлĕве малалла тăснă хыççăн) пуçламăш классене вĕрентетĕп. Хама пĕлỹ панă учительсемпе пĕрле ĕçлеме пултарнишĕн савăнатăп. Районти, республикăри, Раççейри кăтартуллă шкулта манăн та тăрăшса ĕçлесчĕ.
М. МИХАЙЛОВ, 11 класс вĕренекенĕ:
_ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула вĕренме эпĕ инçе çула çывăхлатса Красномайски ялĕнчен çỹретĕп. Кăçалхи вĕренỹ çулĕ вĕçĕнче алла аттестат илме хатĕрленетĕп. Çулĕ çывăх мар пулсан та пĕлỹ пухма çакăнтах килес килчĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Кунта тарăн пĕлỹ параççĕ. Тавракурăма та анлăлатма пулать. Мĕн чухлĕ çĕнĕ юлташ тупрăм. Маша йăмăкăм та манран юлмарĕ. Малашлăх ĕмĕтсем те пысăк. Умри йывăрлăхсене çĕнтерсе патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлах тытасса шанатăп. Пире вĕрентекен педагогсем те шанăç параççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)