24 октября 2015 г.
"Çынсем хăйсен ирĕкĕпе дактилоскопи регистрацине каяççĕ тени хăлхана кĕчĕ. Кам ухмахĕ çапла хăтланать. Тем сиксе тухас пур _ пỹрне йĕрĕ пулсан полици çынна часах тупма пултарать вĕт" _ тесе каланине илтме пулать.
Пỹрне-алă йĕрĕсем преступлени тунă çынсене тупса палăртма кăна кирлĕ тесе шухăшлакансем йăнăшаççĕ. Патшалăхăн дактилоскопи регистрацийĕ _ ĕç тăвакан влаçăн тивĕçлĕ органĕсен дактилоскопи информацине илессипе, ăна упрассипе, çын камне палăртассипе çыхăннă ĕç:
_ Илнĕ информацие, урăхла каласан хăйсен ирĕкĕпе дактилоскопи регистрацийĕ тунă граждансен пỹрне йĕрĕсене ЧР ШĔМĕн информаци центрне параççĕ, унпа çынна идентификацилес тĕллевпе усă кураççĕ.
Чи малтанах мĕн пулни-иртнине манса каякан çынсене хăйсен ирĕкĕпе дактилоскопи тума сĕнеççĕ. Сăмах май, унашкалли час-часах пулать: сывлăх хавшаккине е ватлăха пула çынсем хăйсем кам пулнине манса каяççĕ, ытти информацие те ас тумаççĕ. Шăпах çакăн пек тĕс- лĕхсенче дактилоскопи тăванĕсене çухалнă çынна тупма пулăшать. Хăйсен ирĕкĕпе тунă дактилоскопи регистрацийĕпе çыхăннă информаци вăрттăн шутланать, саккунпа килĕшỹл-лĕн унпа кашниех паллашаймасть.
Ирĕклĕ дактилоскопи граждансен прависемпе саккунлă интересĕсене пăсмасть. Пачах тепĕр майлă, вăл çын прависене хỹтĕлеме пулăшать, мĕншĕн тесен çак мел кăна çын камне тĕп-тĕрĕс палăртма май парать. Дактилоскопи кăтартăвĕсен банкне йĕркеленĕ май кашни патшалăх чи малтанах хăйĕн гражданĕсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн тăрăшассине тĕпе хурать.
Ирĕклĕ дактилоскопие гражданин ШĔМĕн хăй пурăнакан вырăнти территори органне çакнашкал ыйтупа пынă кунах пурнăçлаççĕ. Патшалăхăн ирĕклĕ дактилоскопи регистрацине тумашкăн ыйтса çырнă заявление те çыннăн шалти ĕçсен хăй пурăнакан вырăнти органне памалла.
В. НИКОЛАЕВ, районти шалти ĕçсен пайĕн эксперчĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)