АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çу çулĕпе сĕт çулĕ сунчĕç

28 октября 2015 г.

КĔРХИ призыв кампанийĕ пуçланнă май çул çитнĕ каччăсем Конституци тивĕçне пурнăçлас тĕллевпе çар ретне тăраççĕ. Ăсату саманчĕ кашнийĕшĕншĕн сисĕмлĕ. "Çуралнă кил-çуртран каяс килмест", тесе юрлаççĕ шакла пуçлисем. "Макăрмасăрах сире салтака ăсататпăр", теççĕ хĕр пĕрчисем. Апла-и, капла-и _ яваплă самант. Вăл йĕрсĕр ан юлтăр тесе тăрăшаççĕ Первомайскинчи культура çурчĕн ĕçченĕсем. Ку хутĕнче вĕсем М. Емельянова çу çулĕпе кайса сĕт çулĕпе килме пил пачĕç. Администраци специалисчĕ Т. Васильева, культура çурчĕн ертỹçи Р. Ефимова, юлташĕсем, тăванĕсем сахал мар ăшă сăмахсем каларĕç. Максим ячĕпе çепĕç юрăсем шăранчĕç, асăнмалăх парнесем кỹчĕç. Çар тумне тăхăнма хатĕрленнĕ каччă чĕререн тухакан тав сăмахĕ каларĕ.

Авалтан пыракан çак ырă йăлана ытти культура çурчĕсенче тытса пырсан тем пекехчĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика