28 октября 2015 г.
ÇАК акципе килĕшỹллĕн "Çăкăр" музейĕн ĕçченĕсем район администрацийĕн вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕн пайĕн тĕп специалисчĕпе П. Логуновăпа Алманчăри краеведи музейĕнче пулчĕç. Унта хăнасене А. Павлова экскурсовод кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Кунта 1400 экспонат упранать-мĕн. Музея В. Васильев йĕркелесе янă. Василий Иванович Алманчă ялĕн хисеплĕ гражданинĕ. 1968 çултанпа вăл сахал мар ĕç тунă. Вĕренекенсемпе учительсем пулăшнипе нумай материал пуçтарнă. 2005 çулта музея "халăх" ятне панă. 8 залра ĕç хатĕрĕсем, кĕнекесем, документсем... пур. Пĕрлех музей ĕçченĕсем шкул ачисемпе тĕл пулса çăкăр, ăна çитĕнтерекен çинчен сăмах пуçарчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)