АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Петр Ялуков: "Вăй _ пĕрлешỹре, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинче"

28 октября 2015 г.

 Çанталăк хура кĕр енне сулăнни сисĕне пуçларĕ: хирсем пушаннăран тата çийĕнчех сухаласа пынăран хуп-хура выртаççĕ. Шит çỹллĕш пулнă калча çеç ирлĕ-каçлă тăракан сивве пăхăнмасăр сип-симĕс ларать, куçа илĕртет.

_ Кĕрхисене вăхăтра акса ĕлкĕртĕмĕр. Эпир ĕçе вĕçлесенех кăшт нỹр ỹкрĕ, йĕпепе тырă чăшăл çеç шăтса тухрĕ. Лайăх кăна хĕл каçчĕр ĕнтĕ. Ял хуçалăхне çут çанталăкĕ те, кризисĕ те тĕрĕслесех тăраççĕ. Кăçал та çăмăл килмерĕ: çумăр йĕркеллĕ çумарĕ, çавна май акнă-лартнă культурăсем йывăрпа шăтса тухрĕç. Çитес çултан мелиораципе ĕçлеме тĕллев лартрăмăр. Япалисене туянма та пуçларăмăр ĕнтĕ. Малтанласа 120 гектарти çĕр улмине шăварма плотинаран шыв илĕпĕр. Пусă çаврăнăшне те пăхăнмаллине шута илсе "Юрма" агрохолдинг çывăхĕнчи кỹлле хамăр хуçалăх пурлăхне куçартăмăр. Ăна тасатнă хыççăн унпа та усă курăпăр, _ тесе паллаштарма пуçларĕ хуçалăх пурнăçĕпе Патăрьелĕнчи акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн директорĕ П. Ялуков. Каланă сăмаха вăл çилпе вĕçтерекенни мар, яланах çирĕп тытать.

Сĕтрен кĕрет укçа

2011 çулта Петр Валерьевич хуçалăх пурнăçĕ пирки каласа панă чухне малашлăхри тĕллевсене те хускатнăччĕ. Шăпах çавăн чухне фермăсене, çĕр улми хранилищисене тăвасси пирки пĕлтернĕччĕ. Унтанпа вăхăт нумай иртмерĕ пулин те пĕрлешỹ хăйĕн вăйĕпе витесене, "иккĕмĕш çăкăр" управĕсене йăлтах çĕнетме вăй çитерчĕ. Сăмах май, çак ĕçе районта чи малтан пуçăнаканни пулчĕ. 2013 тата 2014 çулсенче 400 ĕне вырнаçмалăх хуралтăсем хута кайрĕç. Пĕрне-пĕрне хăпартма 20 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Çавăн пекех ĕнесене пăрулаттаракан тата тăватă уйăхран пуçласа 15 уйăхчен тăракан пăрусен, пушмаксен витисем те нумай пулмасть çеç хуçисене йышăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче хăпартнисемпе хальхисене танлаштарсан _ çĕрпе пĕлĕт пекех ăрасна. Паян кунта ĕçлекенсене вăй хума пур услови те пур. Акă, сăвăнакан сĕт тỹрех пăрăх тăрăх сивĕтмĕше юхать. Выльăхсене апат техникăпа кăна валеçсе параççĕ. Транспортер шăкăлтатса çеç тăрать. Витере кăна мар, территоринче те тухакан навуса трактор çийĕнчех ятарлă вырăна илсе кайса тăкнăран пĕр тислĕк татки те çук. Тарласа ĕçленĕ хыççăн çăвăнса тасалма душра яланах ăшă тата сивĕ шыв пур.

_ Хуçалăхра 659 пуç ĕне-выльăх, унтан сăваканни _ 290. Фермăра 7 доярка, 6 скотник, пăрусем тата ĕнесене пăрлаттаракан уйрăмсенче икшерĕн ĕçлеççĕ. Дояркăсем 4-5 çул каялла 25 пуç ĕне сăватчĕç. Ĕçне çăмăллатнă май халь вĕсем 50 ĕнене пăхаççĕ. Çакă шалăва та ỹстерме май пачĕ _ çулла 24-25 пин тенкĕрен кая мар алла илеççĕ. Хĕлле те пĕчĕк мар. Вăй хуракансем хушшинче ют ялтан килсе çỹрекенсем те пур. Вĕсем хăтлă общежитинче пурăнаççĕ, _ пĕлтерет А. Полякова зоотехник витесене кăтартса çỹренĕ май.

Çĕнĕлĕхсем кĕртсе пыни кăтартусене те лайăхлатма пулăшаççĕ. 2012 çулта сĕтрен тупăш 13 млн та 741 пин тенкĕ кĕнĕ, 2013-мĕшĕнче _ 20 млн та 966 пин тенкĕ, 2014-ра _ 23 млн та 611 пин тенкĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ хуçалăх кассине укçа кĕртнине шута илсе çывăх вăхăтра выльăхсене самăртма пикенесшĕн. Тĕллеве пурнăçлама майĕсем те пур.

Кĕлетре пулсан тулă пулĕ пурнăç тулăх "Батыревский" пĕрлешĕвĕн 1800 гектар çĕр. Лаптăк районта чи пысăккисенчен пĕри.

Кăçал кунта 1100 гектар пĕрчĕллĕ культура, çĕр улми _ 300, 358 гектарта нумай çул ỹсекен курăк, ыттине пĕр çул çитĕнекенни йышăннă. Хуçалăх çĕр ĕç культурине тимлĕх çителĕклĕ уйăрать. Хăть çуркунне, хăть кĕркунне _ хирсенче яланах таса. Çакна нумайăшĕ районта çулсерен йĕркелекен уй-хир тĕрĕслевĕнче те курса ĕненет. Акнă-лартнă культурăсем хĕвел çутинче ярăнса çеç ỹсчĕр тесе минераллă удобренисем, гербицидсем сапаççĕ. Пулăхлă тăпраран пысăк тухăç илес тĕллевпе вăрлăхсене те çĕнетеççĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсем пурте пысăк репродукциллĕ. Кăçалхи типĕ çул та пĕр гектартан тухăç вăтамран 30 центнер тухнă. Хăш-пĕр лаптăкра 40-рен те иртнĕ.

Акара та, вырмара та хирте ĕçе пĕлсе йĕркелени сисĕнет. Тыр-пул пиçсе çитсенех комбайнсем ĕçе пуçăнаççĕ. Вĕсем хыççăнах тракторсем улăма преслакан агрегатпа пыраççĕ. Пушаннă уя тỹрех сухалаççĕ. Хиртен кĕрекен тырра вара çийĕнчех КЗС-ра типĕтсе тасатса тирпейлеççĕ, кондицие лартаççĕ.

_ Унччен йĕтемре 60 çынран кая мар тăрăшатчĕ. КЗС туяннăранпа спецалистсемпе пĕрле те вуннăн çеç вăй хураççĕ. Ĕçе механизациленĕ май укçана та перекетлетпĕр. Тырра 22 кунта пухса кĕртрĕмĕр. Рабочисем кунне 1000 тенкĕрен кая илмен, _ тет Е. Сейфуллин тĕп агроном.

Калаçу шăкăл-шăкăл сыпăнса пырать. Сăмах-юмах çĕр улми патне те çитрĕ. Рентабельлĕ культурăн лаптăкне хуçалăхра ỹстерсе пыма тăрăшаççĕ. Тымар çимĕçе лартнă чухнех колорадо нăрринчен тата проволочникран хỹтĕлесе имçамлаççĕ. Çум курăк пусасран малтанхи тапхăрта йăрансене хăпартсах тăраççĕ. Ятарлă комбайнсемпе кăларса пуçтарса кĕртеççĕ. Алăпа кунта сеткăсене кăна тултараççĕ. Вăрлăхсене упрама та, тымар çимĕçе хĕл каçарма та тивĕçлĕ условиллĕ хранилищĕсем пур. Вĕсенчен пĕрне нумай пулмасть çеç, сентябрĕн 1-мĕшĕнче хута ячĕç. Шăпах çак кун шкулсем ачасене йышăнчĕç, управ вара _ пĕрремĕш продукцине.

Çĕр улми ăнса пулнăран кăçал хакĕ унăн пысăках мар, Патăрьелсем çавна май ăна сутмаççĕ. Тепĕр 2-3 уйăхран хаксем ỹсĕç, унччен хранилищĕре тин çеç хиртен илсе кĕнĕ пекех упранĕ. Тĕлĕнмелле пек те, пĕрлешỹре пур отрасле те харăс аталантарса пыма вăй çитереççĕ. Хăть ăçта пырсан та çĕнĕ варкăш сисĕнет.

Техника паркĕнче 7 çултан аслăрах транспорт çук. 18 "хурçă ут", груз турттаркан 6 машина, тыр пул çапса тĕшĕлекен 3 комбайн тата çĕр улми кăларакан 3 "карап", кăкарса çỹремелли ытти агрегатсем мăнаçлăн курăнаççĕ. Усă курманнисене хĕле хатĕрлесе лартнă. Пурне те хỹтлĕхе вырнаçтарса пыраççĕ. Çĕмрĕлнисене çийĕнчех юсама ăшă гараж пур.

_ Петр Валерьевич, пĕрлешĕве аталантарса пыма укçа-тенкĕ тата вăй-хăват ăçтан тупатăр? _ кăсăклантăм эпĕ.

_ Сĕтрен, çĕр улминчен, тыр-пултан тупăш кĕрет. Пысăк ĕçсем тума кредитсемсĕр те май çук. Хальхи вăхăтра пирĕн хуçалăхăн кредит 100 млн тенкĕ. Ăна фермăсем, хранилищĕсем тума, техникăна çĕнетме илнĕ. Ĕçе пуçăнас умĕн яланах специалистсемпе пĕрле пухăнса тĕплĕн канашлатпăр. Пĕтĕм тĕнчери кризис та шиклентерет, паллах, анчах хăраса тăрсан пĕр вырăнтах лакса ларма пулать. Паян технологисене çĕнетсе пымасан, энергие перекетлекен хатĕрсемпе усă курмасан аталанма май çук. Пĕр çын ĕçленипе те ỹсĕмсем пулмаççĕ. Вăй вăл _ пĕрлешỹре, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинче. Тунă çитĕнỹсемпе лăпланса та лармалла мар, _ терĕ П. Ялуков.

Акционерсен "Батыревский" пĕрлешĕвĕ 2001 çулта йĕркеленнĕ, ăна 2004 çултанпа Петр Ялуков ертсе пырать.

2014 çулта тупăш тыр-пултан _ 849 пин тенкĕ, çĕр улмирен 2 миллион та 290 пин тенкĕ кĕнĕ. Вăтам ĕç укçи 2013 çулта _ 11303 тенкĕпе, 2014-мĕшĕнче 15783 тенкĕпе танлашнă.

Хуçалăх пĕлтĕр те, кăçал та выльăх-чĕрлĕхе лайăх хĕл каçарнăшăн тата пысăк кăтартусемшĕн, экономика ăмăртăвĕнче мала тухнăшăн çĕнтерỹçĕсен шутне кĕнĕ. Проекта Чăваш Республикин информаци политики тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе хатĕрленĕ.

Явапли _ О. П. Павлова. Тел.: (88532) 6-14-46, http:|| www.avangard. cap.ru

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика