28 октября 2015 г.
Шăпах çак вăхăтра, кĕркунне тĕлнелле, ялсенче выльăх пуçтаракансем ытларах курăнма тытăнаççĕ. Вăрттăнлăх мар: нумай чухне туяннă выльăха инçе илсе каймасăрах, çав вырăнтах: ял вĕçĕнчех е çырмарах пусаççĕ. Какайне вара пасарта сутаççĕ, е кỹршĕ регионсене (сăмахран, Чулхула тата Ульяновск, Мускав облаçĕсене, Тутарстана) ăсатаççĕ.
Ял пуçĕнчех пусни _ явапсăрла хăтланнине ăнланмасть мар çав усламçă. Анчах капла вăхăт тата тенкĕ перекетленет-çке. Выльăх чирлĕ пулас пулсан мĕнле хăрушлăх тухса тăни вара кама шухăшлаттармалла тата канăçсăрлантармалла-ши?
Ятарлă оборудовани вырнаçтарман çĕрте ветеринарипе санитари правилисем, гигиена требованийĕсем çинчен калаçни пушă сăмах вакланиех пуль. Аш-какай пахалăхĕ тĕлĕшпе вара "пысăк" ыйту çуралать. Тата выльăха пусиччен тĕрĕслеттернĕ-ши? Тен, выльăх чăнах та чирлĕ пулнă? Çапла тĕрлĕ чир ертес хăрушлăх сиксе тухать. Çавăнтах пăрахса хăварнă пыршă, пуç тата ытти субпродуктсене кайăк-кĕшĕк, чĕр чунсем çиме пултараççĕ: çапла чире сараççĕ те.
Пĕлетĕр ĕнтĕ, Раççейре эпизооти лару-тăрăвĕ чăннипех те лайăх мар. Нумай регионта выльăхран çынна куçма пултаракан чирсемпе аптраса ỹкнĕ тĕслĕх-сем пулнă. Юлашки çулсенче шăпах чирлĕ выльăх какайне çинине пула гельминтозпа, трихинеллезпа чирленĕ тĕслĕхсене шута илнĕ.
Россельхознадзорăн информаципе аналитика центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, июль уйăхĕн вĕçĕнче кăна трихинеллезпа чирленĕ 2 тĕслĕх Мурманск облаçĕнче пулнă, Мускав облаçĕнче финнозпа (çыншăн та, чĕр чунсемшĕн те хăрушă чир вăл) чирленĕ 13 тĕслĕхе шута илнĕ, бруцеллезпа Саратов, Владимир, Смоленск облаçĕсенче, Карачай-Черкес тата Калмăк республикисенче чирленĕ.
Çавăн пекех язва, ящур, туберкулез, сальмонеллез тата ыттисем те çынсене лекес хăрушлăх пысăк.
Надежда Емельянова, Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн патшалăх чикĕри контролĕн пайĕн пуçлăхĕ, каласа панă тăрăх, чир-чĕртен хỹтĕленес тата çынсене пахалăхлă аш-какайпа тивĕçтерес, çĕр-шыври эпизооти лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе Раççей Ял хуçалăх министерстви пĕлтĕр Пĕчĕк тата вăтам йышши (хă- ватлă) ятарлă пунктсенче выльăха пусса какая малтанласа тирпейлемелли çинчен калакан Ветеринари правилисене йышăнчĕ. Вĕсем 2014 çул вĕçĕнче вăя кĕчĕç.
Кунсăр пуçне Таможня союзĕн (Раççей, Беларуç, Казахстан) территорийĕсенче "Аш-какай тата унран хатĕрленĕ продукцин хăрушсăрлăхĕ çинчен" ятлă Техрегламента пăхăнмалла. Уйрăмах союза кĕрекен çĕр-шывсен территорийĕсенче аш-какай сутас тесен.
Техрегламент 2014 çулхи май уйăхĕнче вăя кĕнĕ. Техрегламентпа килĕшỹллĕн, какая сутас тетĕр пулсан выльăха ятарлă вырăнта пусмалла. Хамăра çимелĕх кăна пулсан ку йĕркесене пăхăнмасан та юрать.
Выльăха пусса тирпейлемелли пунктсене илсе килнĕ самантран пуçлар. Выльăха ветеринари докуменчĕсемсĕр йышăнмалла мар. Документсенче вакцинацисем, диагностика исследованийĕсем, юлашки хутчен хăçан антибиотиксем ĕçтерни пирки çырса пыраççĕ. Выльăха тỹ-рех пусмалла мар - темиçе кун тăхтамалла. Пусиччен ветеринари тухтăрĕн тĕрĕслемелле те выльăх мĕнле пулни çинчен ятарлă журналра çырмалла. Пуснă хыççăн пушшех те тимлĕрех тĕрĕслемелле, ветеринарипе санитари экспертизи валли уйрăм пỹлĕм пулмалла, унта çутă çителĕклĕ кирлĕ. Йĕркеллех пулсан клеймо çапаççĕ. Кун хыççăн сивĕтмĕшре тытмалла. Ветсанэкспертиза пирки те журналта çырмалла.
Пусса тирпейлемелли пунктсенче ăшă тата сивĕ шыв, дезсредствăсем пулмалла.
Кашни пунктрах пыршисене, мăйракисене, юнне тата ытти пуснă хыççăн юлакан япаласене пуçтарма контейнер кирлĕ. Вĕсене ниçта та, хытă каяшсене пăрахакан вырăнсене сăмахран, пăрахмалла мар, утилизацилемелле е тĕп тумалла.
Тĕрлĕ шĕвеке юхса тухма та ятарлă _ çăл евĕрлĕ _ вырăн кирлĕ. Ăна вăхăтран вăхăта тасатса тата дезинфекци туса тăмалла. Тислĕк тата хырăмлăхпа пыршăлăх япалисене пуçтарма та ятарлă вырăн кирлĕ.
Палăртсах калас килет, çак пунктсене е цехсене регистрацилемелле.
Чăваш Республикинче кашни районтах тенĕ пек çакнашкал пунктсем пур. Пĕтĕмпе вĕсем 40-е яхăн. Нумайăшĕ мăйракаллă шултра выльăх тата сыснасем пусса тирпейлеççĕ. Çак пунктсене Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн инспекторĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ. Кăçал хальлĕхе 8 пункт тĕрĕсленĕ.
Патăрьел районĕнчи пĕр пункта вара хăйсем тĕрĕслеттересшĕн пулса заявленипе тухрĕç. Вĕсем Таможня союзĕн Предприятисен реестрне кĕресшĕн.
Çак реестра кĕртнĕ предприятисен Беларуçа тата Казахстана аш-какай ăсатма ирĕк пур.
Пĕтĕмĕшле илсен 9 пунктран 3-шĕнче маларах асăннă йĕркесене пăхăнман: выльăха ветврача тĕрĕслеттермесĕр пуснă, биоюлашкисене утилизацилес ĕçе кирлĕ пек йĕркелемен, тирне те ветеринари докуменчĕсемсĕ-рех сутнă, ветврачсем валли ятарласа хатĕрленĕ вырăнсем çук тата ытти те. Правилăсем тăрăх, пунктра ветврач пулмалла. Ытларах чухне пунктсенче Чĕр чунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станцисен патшалăх ветврачĕсем пăхса тăраççĕ (ĕçлеççĕ). Анчах та вĕсене журналсене йĕркеллĕ çырса пыманшăн асăрхаттарма тивнĕ.
Заявленипе тухнă пунктра та асăрхаттарусем пулчĕç. Кĕске вăхăтрах вĕсене пĕтерчĕç. Çакăн хыççăн комисси пункта Таможня союзĕн Предприятисен реестрне кĕртме йышăннă.
Патăрьел районĕнчи тата тепĕр пункт ĕçченĕсем те çак реестра кĕрес шутлă. Çавăнпа та реконструкци пуçланă та вĕсем. Аттестациленнĕ хыççăн какая Таможня союзĕн территорийĕсенче сутасшăн.
Аталанусăр малашлăх çук. Йĕркесене тĕпе хурса пуçарнă ăнтăлу-ĕç шăпах аталанăвăн çирĕп шăнăрĕ.
Надежда ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн пресс-секретарĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)