31 октября 2015 г.
Паян компьютерсăр пурăнма та май çук пек туйăнать. Унччен урок хатĕленнĕ чухне библиотекăна утмалла, тутлă апат рецептне пĕлес тесен кĕнекесенче шырамалла пулнă пулсан _ халь йăлтах интернетра пур. Çакă, пĕр енчен, питĕ аван, анчах начарри те юнашарах. Ачасем пуçĕсене пĕр шухăшлаттармасăр киле панă ĕçсене çырса илеççĕ. Пушă вăхăтра та урама тухса уçăлас, выляс, алă ĕç тума хăнăхас тесе пит васкамаççĕ. Хăшĕ-пĕри вара "Момент" клейпе çыпăçтарса хунă пек компьютер умĕнче ларать. Вăйă выляма пуçласан апат çиесси, ашшĕ-амăшне пулăшасси, киле панă ĕçсене тăвасси пирки те мансах каяççĕ. Вăййисем тата мĕн тĕрли кăна çук! Тĕсĕсем нумай, анчах ырра вĕрентекенни питĕ сахал. Шухăшласа кăлараканнисем вĕсем пачах та сиен- сĕррине çирĕплетеççĕ пулсан та вĕсен шухăшĕпе килĕшесех килмест. Чылайăшĕ çынна вĕлерме те, çаратма та вĕрентнĕрен ачасен çирĕпленсе çитмен психикине пĕрех витĕм кỹрет. Çакна пурнăçри тĕслĕхсемех çирĕплетеççĕ. Акă, нумай пулмасть çеç Челябинск облаçĕнче 15 çулти арçын ача хăйне компьютерпа вăйă выляттарманшăн амăшне кухньăра усă куракан çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ, ашшĕне йывăр амантнă. Ку утăма тума, çут тĕнче парнеленĕ çынсем çине алă çĕклеме чунра курайманлăх мĕн тери пысăк пулмалла-çке... Наркотик, эрех серепине çакланнисем çапла хăтланнине илтнĕ те, вуланă та, вĕсен сиенĕ те пурин куçĕ умĕнче. Вăйăсем вĕсемпе танлаштарсан айăпсăр пек курăнаççĕ пулсан та, пĕрех ачасен ăс-тăнне минретеççĕ, ухмахлантараççĕ тесе калас килет.
Пĕринче юлташăм шăнкăравларĕ, вăл интернетра çынсене хăйсем çине алă хума вĕрентни пирки илтнĕ те шухăша путнă. Çитĕнекен ăру çакна вуласа пĕлсен туса пăхма та пултарни ăна питĕ пăшăрхантарать. Ачисем хамăрăн та, ăсĕсем хăйсен-çке. Вĕсен пуçĕнче мĕнле шухăш пуррине вуласа пĕлейместĕн. Халь экзамен тытаймасан е ашшĕ-амăшĕ вăрçсан çул çитмен çамрăксем хушшинче йăнăш утăм тăвасси вăй илсех пырать. Пурнăç _ пĕрре, вăл чи хаклă мултан та хаклăраххи пирки шухăшламаççĕ çав. Саккунпа килĕшỹллĕн, çул çитмен ачасен кашни утăмĕшĕн ашшĕ-амăшĕ яваплă. Çавăнпа та пирĕн йăха тăсакансем компьютер умĕнче мĕнле вăйăсем выляççĕ, интернетра мĕскер пăхаççĕ _ пăхсах тăмалла. Чавса çывăх та, çыртма çук, çакăн пек ан пултăрччĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)