31 октября 2015 г.
"... Саккун тесен сехре хăпатчĕ,
Чĕтретчĕ пирĕн ỹтĕмĕр.
Тỹре-шара чĕн саламачĕ
Çунтарнине тỹсеттĕмĕр..."
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсем истори страницисенче нихçан хуралми йĕрпе çырăнса юлнă. Пĕр айăпсăр çынсене "сутăнчăк", "халăх тăшманĕ", "патшалăха хирĕç каякан" тесе айăпласа тĕрмесене, ссылккăсене ăсатнă. Мĕскĕнсем вĕсенче нушаланнă, чунĕсем тухнă е персе вĕлерсе мăшкăл курнă. Вăхăт малалла шунă май синкерлĕ истори страницисем аякка юлса пыраççĕ. Шар курнă çынсем çинчен манса каятпăр, анчах вĕсен умĕнче пирĕн çĕре çити пуç таймалла.
2010 çулта Улатăрта НКВД уйрăмĕн территоринче персе пăрахнă айăпсăр çынсен ỹчĕсене чавса кăларса тĕн йăли-йĕркипе хула масарне пытарнине пĕлетпĕр. Унти мероприятине Татмăшран С. Иванов тата М. Дюкин айăпсăр айăпланакансен тăванĕсем хутшăннăччĕ. Хамăр ентешсен умĕнче пуç тайнăччĕ.
Татмăшран тепĕр айăпсăр айăпланакан Иван Тарасович Тарасов (ỹкерчĕкре) шăпипе паллаштарас тетĕп эпĕ.
ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче "Татмăшри Тарас Иванĕ" тесен таврари ялсенче пĕлмен çын пулман. Мĕншĕн тесен унăн тĕреклĕ хуçалăх, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, талăкра 50 пăт авăртакан çил арманĕ, çăм тапакан машина, бакалея таварĕсем сутакан 2-мĕш шайри патент илнĕ лавкка пулнă. Ял халăхне çăнăх авăртса, çăм таптарса парса, кирлĕ таварсем илсе килсе çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ. Тарçă тытман. Хуçалăхри ĕçсене Иван Тарасович хăй тата унăн Хĕлип, Тимакка ывăлĕсемпе, вĕсен арăмĕсемпе ачисем туса пынă. Кашни хирте 6-7 теçеттин таран çĕр пулнă. Хирти ĕçсем вăхăтĕнче 5-6 çынна ĕçлеме тара тытнă. Тарасовсем ырми-канми ĕçленĕ, хуçалăхне малалла аталантарма тăрăшнă. Анчах ахăрсамана кулаксене пĕтерме шутласан вĕсем тăрăшса пуçтарнă мулĕ сая кайнă, мал ĕмĕтсем путланса ларнă. Пилĕк стеналлă 9 чỹречеллĕ çуртне куçарса шкул туса хунă, выльăхĕсене хăваласа кайнă, вите-сарайĕсене, кĕлечĕ-амбарĕсене колхоз валли тесе ял тулашне тухса лартнă. Çапла темиçе çул пуçтарнă пурлăх самантрах куçран çухалнă, çурт вырăнне çĕрпе танлаштарнă, кăткă тĕмне салатнă пек тустарнă. Çитменнине тỹлеме пултарайман налуксем хунă. 1928-1929 çулсенче унăн виçи 135 тенкĕ те 60 пус, 230 пăт тырă пулнă пулсан, кулак шутне кĕртсен 1300 тенкĕ укçа тỹлемелле туса хунă, тыррине те 2 хут ытларах хывмалла пулнă. Çынна айăплама сăлтав шырамалла-çке. Ăçта кайса кĕмелле? Мĕнле тỹлемелле? Пурлăхне конфискаци тунă чухнехи опись тăрăх 4 листа çине 144 япала çырнă. Вĕсен хушшинче чашăк-тирĕк, çатма таранчченех хисепне тата хакне палăртнă. Пăхса ларатăп та тĕлĕнетĕп. Кашăкпа çатма та пулмалла мар-им-ха çыннăн? Ăçта илсе кайнă-ши вĕсене? Мĕнле карма çăвар аллине лекнĕ-ши çав япаласем? Вĕсене Мускава ăсатманах ĕнтĕ. Вырăнти влаçра ĕçлекенсем хăйсем хушшинче пайланă-ши? Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнмелле пулăмсем пулса иртнĕ вĕт-ха историн пăлхануллă тапхăрĕсенче.
Иван Тарасович ăслă çынах пулнă çав. Кулак тесе айăплама тытăнсанах пĕр ывăлне те пулин çăлса хăварас тесе Хĕлипе уйăрса кăларса уйрăм хуçалăх йĕркелеççĕ. Вăрмантан пĕренесем турттарса пỹрт лартса хураççĕ. Чỹречисемпе алăкĕсене пусмапа карса хурса унта пурăнма куçаççĕ, колхоза кĕреççĕ. Çапла Хĕлипĕн 6 çынран тăракан çемйине Çĕпĕре ярасран хăтарса хăварать.
Ман умра Шупашкарти тĕп архивран панă сарăха пуçланă справка выртать. 1996 çулта Николай Филиппович Чернов ыйтнипе ярса панă ăна. Унта 1930 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕнчи протоколта кулаксене пĕтересси çинчен çырнă.
Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнчи протоколпа И. Тарасова тата унăн çемйине суйлав прависĕр хăварас ыйтăва пăхса тухнă. Çуртне туртса илни, çемье членĕсене пурне те хăваласа кăларни, кулак йăвине тĕпĕ-йĕрĕпе салатни, хăйсене ссылкăна янă тесе çỹлти органсене пĕлтермелли çинчен палăртнă.
1930 çулхи ака уйăхĕнчи протоколпа çемьене ссылкăна ăсатса 3-мĕш категориллĕ айăплавпа усă курнине çирĕплетнĕ. Айăпланаканнисем: Иван Тарасович, 54 çулта, мăшăрĕ Иустиния, ывăлĕ Тимофей 29 çулта, кинĕ Анастасия, мăнукĕ Аркадий 2 çулта.
И. Тарасова Сыктывкар хулине тĕрмене ăсатаççĕ. 5 çул нушаланнă хыççăн ирĕке кăлараççĕ. Çул çине апат параççĕ. Те пăсăлнăскер пулнă, те тăрук çинипе Иван ăшпа аптраса ỹкет. Сыватмăша хураççĕ, анчах чĕрĕлеймест, вилсе каять. Хула масарне пытараççĕ. Мăшăрĕ суккăр пулнипе ăна тытса кайман. Вăл Хĕлип ывăлĕн çуртĕнче хỹтлĕх тупать. 1956 çулса ватăлса вилет.
Тимофей вара пĕрремĕш тĕнче вăрçинче Хĕрлĕ Çар ретĕнче службăра тăнă. Ссылкăна ярас умĕн вăтăра çывхарса пыракан кĕрнеклĕ арçын ĕçре вăр-вар, вашават та çирĕп хул-çурăмлă чăваш пулнă. 2 çул ют çĕрте тертленнĕ хыççăн тарса килет, тăванĕсем патĕнче пурăнать. Пĕрремĕш арăмĕ вилсен тепре авланать, ял хĕрне Наçтука илет. Пĕр хĕрпе пĕр ывăл çуралаççĕ, анчах вăрçă вăхăтĕнчи йывăр пурнăçра вилеççĕ.
Тимофей вăрçа каять. Смоленск облаçĕнче тăшмана хирĕç çапăçать, йывăр аманать. 1942 çулхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче сурансене пула ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ăна Литвиновка ялĕнчи масара пытарнă.
Кинĕ Анастасия 1899 çулта Каçал тăрăхĕнчи Аслă Çĕрпỹелĕнче Северовсен пысăк çемйинче çуралнă. Вĕсен 9 ача пулнă. Настя хĕрĕ Татмăша Тарасов Тимаккана качча тухнă. Ссылкăна янă чухне вăл йывăр çын пулнă. Çĕпĕре çитсен тепĕр ывăл çуралать. Анчах вăл нумай пурăнаймасть. Хăйсемпе пĕрле кайнă Аркуш та чирлесе вилет. Упăшки тарнă. Ют çĕрте пĕччен тăрса юлнă Настя хăй те йывăр чирлесе ỹкет. 1933 çулта шăллĕсем пулăшнипе тăван тăрăха каялла таврăнать. Тимофей Иванович савнă арăмне мунча пек пĕчĕк пỹртре кĕтсе илет. Вĕсен Лиза ятлă хĕр çуралать. Амăшĕ чире пула 50 çула çитмесĕрех çĕре кĕрет. Хĕрĕ 5ре тăлăха юлать.
Çитĕнсе çитсен Лиза Александр Шайминпа çемье çавăраççĕ. 7 ача çуратса ỹстереççĕ. Елизавета Тимофеевна пенсие тухичченех фермăра тăрăшать, малтисен ретĕнче пулса правительство наградисене тивĕçет. Ачисем тĕрлĕ кĕтесе саланнă. Ира яла качча тухнă. Амăшĕн ватлăхри кунĕсене çăмăллатма пулăшать.
Треньелĕнчи Ирина Юманова мăнукĕпе уйрăмах мухтанать Лиза аппа. Хăвăрт утас енĕпе палăрнă спортсменкăна татах та пысăк çитĕнỹсем тума сĕнет.
Саманан пăлхавлă вăхăчĕ пирки тетĕшĕпе шăллĕн икĕ тĕрлĕ хушамат пулса каять. Филипп Иванович Чернов хушамата илет. Кулак тесе айăпланă чухне Хĕлипе Чернов хушаматлă пулни те пулăшнă.
В. ЧЕРНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)