31 октября 2015 г.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланать те вĕçĕ патне сисмесĕрех çитсе тăратпăр. Вунпĕрмĕшсемпе тăххăрмĕшсене сентябрь пуçламăшĕнченпех экзаменсем парасси пăшăрхантарма пуçлать. Куллен шкула пĕр сиктермесĕр çỹрекенсен, уроксенче тимлĕн итлесе лараканскерсен кулянмалли пулмалла та мар ĕнтĕ. Анчах пурнăç малалла шунăçемĕн çĕнĕлĕхĕсем кĕрсех тăраççĕ. Видеосăнав системипе акă иккĕмĕш çул тĕрĕслевсем пулчĕç.
Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем шкултан вĕренсе тухакансене конкурентлăрах пулма пулăшаççĕ-çке. Вĕсенче пухнă балсемпех аслă вĕренỹ заведенийĕсене çул тытма пулать. Çавăнпа та экзаменсене хатĕрленмелли эффективлă мелсене палăртмаллах. Тĕрĕслевре мĕн кирлине ача вĕренỹ çулĕ тăршшĕпе илме пултартăр. Шăпах çак темăпа калаçу пычĕ Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта районти пĕлỹ çурчĕсенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсен семинар-канашлăвĕнче. Кунти директорăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В. Васюткина çак ыйтупа тухса каларĕ.
Патшалăхăн пĕтĕмĕшле (ОГЭ) тата пĕрлĕхлĕ (ЕГЭ) экзаменĕсен 2014-2015 çулсенчи итогĕсемпе районти вĕрентỹ пайĕн ертỹçин çумĕ Н. Федорова паллаштарчĕ. Пĕрлех май-июнь уйăхĕсенче пулакан тĕрĕслевсемпе çыхăннă ыйтусем çине хуравсем пачĕ.
"Вырăс чĕлхипе экзамена хатĕрленесси _ яваплă утăм,_ терĕ Наталия Николаевна. _ Çавăнпа та ун çине тимлĕ пăхмалла. Вĕрентекенĕн ачасене интереслĕ мероприятисене, литература конкурсĕсене, викторинăсене, олимпиадăсене явăçтармаллах. Предметсен эрнисене ăста йĕркелемелле. Çавăн чухне вĕренекенсем нумайрах пĕлме тăрăшаççĕ, хăйсене интереслентерекен ыйтусен хуравĕсене шыраççĕ, предмета килĕштереççĕ".
Педагогсем Н. Агеева, Г. Шаймина, А. Ибрагимова вĕрентекенсен уçă урокĕсене кĕчĕç. Класс тулашĕнчи мероприятисем те çак кун экзаменсемпе çыхăннăскерсем пулчĕç. Çакна та палăртма кăмăллă: иккĕмĕш вăтам шкул выпускникĕсем ППЭпе районта чи пысăк балл _ 81,12 пуçтарнă. Çакă хăйех экзаменсене çуллĕ шайра хатĕрленнине çирĕплетет те ĕнтĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)