31 октября 2015 г.
Кама кăна илĕртмест-ши тĕнчен ытарайми илемĕ? Пĕтĕм чĕрĕ чун унпа савăнать, киленет. Суккăрри мĕн пур тĕс ялтăравне курасшăн, хăлхасăрри таврари пĕтĕм сасса тăнласшăн, чĕлхе- сĕрри çывăх çынсемпе çĕр пин сăмахпа пуплесшăн. Шел, пирĕн хушăра çут çанталăк çуралнăранпах кỹрентернĕ е каярах сусăрланнă çынсем те пайтах.
Пирĕн мĕн пур сисĕм органĕ тĕрĕс-тĕкел ĕçлет-тĕк, час-часах вĕсем мĕн тери пысăк пуянлăх иккенне шутламастпăр. Чылай япалана эпир куçпа йышăнатпăр. Çакна шута хурсан тен суккăрсен шăпине те лайăхрах ăнланатпăр.
Анчах та сусăр çынсем те пирĕн общество членĕсем, вĕсен те пирĕнпе хутшăнса пурăнас тата ĕçлес, çĕр-шыва усă кỹрес туртăм пысăк. Хăшĕ-пĕри вара илемлĕх тĕнчине килĕштерет. Чылайăшĕ _ сăмах ăсти пулнине пĕлетпĕр.
Вырăссен паллă çыравçине Н. Островские аса илер. Кам юратса вуламан-ши "Хурçă мĕнле хĕрнĕ" тата "Тăвăлра çуралнисем" романсене? Малтан асăннă повесть такамшăн та пурнăç кĕнекипе тан. Унта çырнисем атте-анне каланисем пекех пуçра та, чунра та: "Пурнăç пĕрре çеç килет. Çавăнпа та пĕр тĕллевсĕр иртнĕ çулсемшĕн ỹкĕнсе хурланмалла ан пултăр тесен ăна тивĕçлипе пурăнса ирттермелле...". Мĕн чул çынна хавхалантарнă, тĕрек панă вĕсенчи сăнарсен паттăрлăхĕ.
Вырăнпах асапланса выртакан чăвашсен паллă поэчĕ Альберт Канаш, вилĕм куçран пăхнă чух вăл поэзи тỹпине çĕкленнĕ. "Çук, лармарăм аллăма тăсса", _ çырать вăл хăйĕн ал çырăвĕнче. Чăннипех те çапла, сăвăçа чир вырăн çинех пăталанă пулсан та унăн пурнăçĕ те _ тĕлĕнмелле тĕллевлĕх, ырăлăх тĕслĕхĕ. Вилĕме куçран пăхса, ăна парăнмасăр, чирпе асапланса, уншăн нăйкăшмасăр илемлĕ пурнăç патнех талпăнать, сăвă çине сăвă шăрçалать.
Халăхран тухнă юрă ăсти Гаврил Федоров сĕм суккăрскер, 800 яхăн чăваш юррине асра тытнă. Çав юрăсен кĕввисем тĕлĕнмелле илемлĕ пулнă. Паянхи кунчченех халăх шăрантарать ун юррисене.
"Ăраскал вăл _ шăпа. Çын хăйĕн тивĕçне халăх умĕнче мĕнле пурнăçланине кура ăраскаллă теме пулать", _ çапла çырнă Раккасси чăвашĕ Валентин Урташ "Ăраскал" ятлă сăвă умĕнче. Хăйĕн пирки çырнă тейĕн. Халăхра вăл сăвăç-юрăç пек палăрчĕ. Шăпине халăх кун-çулĕпе çыхăнтарса нумай сăвă- юрă парнелерĕ вăл. Вăрçă хи- рĕнче хăй умĕнчех мина çурăлса кайнипе сулахай аллине, сылтăммин пỹрнисене, хăрах куçне çухатать. Пурнăçа чунтан юратнипе чăтма çук йывăрлăхсене парăнмасть. Чăваш халăхне ĕмĕрĕпех мухтать. Тăван çĕр-шыва чунпа парăннăскер, шăпчăкла таса сăвви-юррипе çутă пурнăçшăн фронтри пек тỹррĕн, паттăррăн кĕрешет. "Пурăнас килет" поэмине шкул программине кĕртнĕшĕн питĕ хĕпĕртетпĕр. Поэзири çутă таланчĕшĕн тата пурнăçри чăтăмлă паттăрлăхĕшĕн вăл пирĕн аслă хисепе тивĕç.
Хамăрăн ентеше, Валерий Самойлов-Раштава пĕлмен çын çук та пулĕ паянхи кун. Шăпа кăларса тăратнă инкеке пула вунă çул ытла ĕнтĕ пурнăç илемĕпе туллин киленеймест тусăмăр. Çапах та йывăрлăхсене парăнмасăр сỹнме пуçланă шанчăка çĕнĕрен çунатлантарса ярса пултарулăх анинче тăрăшать. Кашни çын патне çул тупма пĕлекен сăвăç поэзийĕ çав тери черчен те ачаш туйăмсем çуратать. Юратури илемлĕх, тасалăх _ Раштав сăввисен тĕп шăнăрĕ. Чылай хайлавĕнче хăй чăваш пулнине систерет, халăхăмăрăн авалтан пыракан йăла-йĕркинчен иртмесĕр пурăнма чĕнсе калать.
"Тус-тăванлăхпа юрату çинче
Тытăнса тăрать пирĕн çут тĕнче.
Пĕлĕр упрама чун пуянлăхне,
Йывăр чух тăсăр алă пĕр-пĕрне",
_ тесе юрлать чăваш чунлă тутар пики Фарида В.Раштав сăввипе кĕвĕленĕ "Самана" юрăра. Çак йĕркесенче _ пирĕн пурнăç тĕллевĕ, Турă этемлĕхе пилленĕ вĕрентỹ. Ăса вĕрентекен йĕркесене яланах асра тытса пурнăç сукмакĕпе пĕр тикĕс утма хистет пире сăвăç. Тĕлĕнмелле талантлă çын Раштав. Вăл çырнă сăвва вуншар юрра хывнă. Кам кăна шăрантармасть ун юррисене! Вăл ансат сăмахсемпех пурнăç чăнлăхне уçса пани чуна пырса тивет.
Пурнăç тумхахлă пулсан та _ илемлĕ. Этем чирпе кĕрешсе, ăна çĕнтерсе, пурнăçа юратса çак илсе панă сăмах ăстисем пире иксĕлми илем парнелеме пултарни çинчен каласшăн. Йывăр-и, çăмăл-и _ çавах пурăнмалла, малалла талпăнмалла, çитменнине çитерме, мĕн пуррине упрама тăрăшмалла. Йывăрлăха, инкек-синкеке сирсе яма пысăк чăтăмлăх, çирĕп кăмăл кирлĕ. "Инкек куçа курăнса килмест", _ теççĕ. Çавăнпа та кашни çыннăн пурнăçри кирек хăш синкерлĕ пулăма та чăтса ирттерме хатĕр пулмалла. Яланах ырă пуласлăха ĕненсе шанчăкпа пурăнасчĕ. Чыслă ĕçпе, таса кăмăлпа ырă ят хăварасчĕ. Шухăшăма В. Раштав сăмăхĕсемпех вĕçлесшĕн:
Нухрату çуккишĕн ан хурлан.
Мĕн пурри пур тăнăç пурнăçран.
Савăнса кĕтер кашни ире,
Турă патăр сывлăх çеç пире
. С. КУЛАКОВА. Чăваш Ишек ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)