03 ноября 2015 г.
ЙĂЛАНА кĕнĕ тăрăх, Республика кунне Шупашкарта тата пĕр районта ирттереççĕ. Çитес çулхи уява паллă тума Элĕк тăрăхĕ тивĕçнĕ.
Михаил Игнатьев Элĕк районĕ хăнасене йышăнма ха тĕррине çирĕппĕн пĕлтернĕ. Çавна май ЧР Министрсен Кабинетне вăл мероприятисен планне хатĕрлеме, ăна çирĕплетме хушнă. Вырăнти хăй тытăмлăхсене Михаил Васильевич чăвашсен наци уявне "Акатуя" тата культурăпа спорт мероприятисене йĕркелеме сĕннĕ.
Аса илтерер: Республика кунне ирттермешкĕн районсене конкурс йĕркелесе суйлаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)