31 октября 2015 г.
РАЙОНТИ ГИБДД уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ноябрь уйăхĕнче виçĕ профилактика мероприятийĕ иртет: 17-мĕшĕнче _ "Пешеход. Пешеходный переход", 20-мĕшĕнче _ "Автобус", 27-мĕшĕнче _ "Нетрезвый водитель". Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çакнашкал операцисем тăтăшах йĕркелеççĕ пулин те йĕркене пăхăнманнисем кашнийĕнчех çакланаççĕ. Ятарлă кунсенче çеç мар, ытти чухне те водительсен те, çуран çỹрекенсен те асăрхануллă пуласчĕ. Ноябрĕн 15-мĕшĕнче вара çул çинчи инкекре вилнисене асăнмалли кун.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)