03 ноября 2015 г.
Кĕркуннепе хĕлле, çанталăк сивĕтнĕ май, тĕрлĕ вируслă чирсем ашкăнма пултараççĕ. Уйрăмах грипп канăç памасть. Çак чир ытларах ачасем хушшинче хăвăрт сарăлать. Вăл кĕтмен çĕртен пуçланать. Чире пуçараканĕсем (А тата В вируссем) хăвăрт ĕрчеççĕ, хаяр пулаççĕ. Çавăнпа вирус организма çакланнă хыççăн темиçе сехетренех сывлав çулĕн лăймакаллă сийĕ сиенленет, бактерисене кĕме çул уçăлать.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, грипп вирусĕ сывлăш, сунас урлă ерет. Чир ỹт-пỹ температури 38-40 градус таран ỹснинчен пуçланать, пуç ыратать, пыр шыçма пултарать, çан-çурăмпа мышцăсем сураççĕ, типĕ ỹслĕк тытăнать.
Вăхăтра сипленмесен чир вăраха кайма, йывăр иртме пултарать. Хăрушши вара _ шала кайса пневмони, бронхит, отит, синусит, миокардит е ытти чир пуçланни. Çавăнпа та грипп профилактики питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ "Сывлăх" наци проектне халăха грипа хирĕç вакцинасси тăвассине кĕртнĕ. Гриппа тата ОРЗпа (респираторлă чирпе) чирлес фактора маларах палăртни тата сывмар çынна 7 кун таран ыттисенчен уйрăм тытни чир хăрушлăхĕсене сирсе яма май парать. Вăхăтра прививка тутарнисем чире çăмăллăн ирттерсе яраççĕ. Чир ерсен тĕрлĕ эмелпе сипленнинчен, витаминсемпе, гомеопат мелĕсемпе, иммуномодуляторсемпе, халăх медицинин меслечĕсемпе сывалма тăрăшса тунă расхутсем, вакцинăпа усă курмасан, пысăк пулаççĕ. Вакцинăсене грипăн мĕнле вирусĕ сарăлассине тĕпе хурса хатĕр-леççĕ.
Прививкăна ачасене 6 уйăхран пуçласа тăваççĕ. 1-11 классен вĕренекенĕсене, медицина тата вĕренỹ учрежденийĕсен, транспорт, коммуналлă сфера ĕçче- нĕсене, ача амăш пулма хатĕрленекен хĕрарăмсене, 60 çултан иртнĕ ватăсене, çар ретне тăма ят тухнисене, тарăна кайнă чирсемпе аптракансене, чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсем палăрнисене, самăрăлса кайнисене, хавшак сывлăхлисене грипран хỹтĕлени пысăк усă парать.
Енчен те грипп чирĕн малтанхи паллисем палăрсанах çыннăн вырăн çинчен тăмалла мар. Вĕри чей, морс нумай ĕçмелле. Медицина сĕнĕвĕсене пăхăнмалла. Хăй тĕллĕн сипленме кирлĕ мар, врачпа канашламалла. Çакна уйрăмах ачасене тата аслăрах çулхисене сыватнă чухне асра тытмалла.
Чирлĕ çынна килти условисенче уйрăм пỹлĕме вырнаçтармалла. Пỹлĕме уçăлтарса тăмалла. Урайне тата вăл усă куракан япаласене дезинфекци хатĕрĕсемпе сăтăрмалла. Çакна асра тытмалла: инфекци таса мар алăсенчен хăвăрт куçать. Ятарлă сăнавсем кăтартнă тăрăх алăсем сăмсапа, куçсемпе, сурчăкпа куллен 300 хут таран контактра пулаççĕ. Алă панă чухне, алăк хăлăпĕсем тата ытти япаласем урлă вируссем сывă çынсен аллисене лекеççĕ, унтан сăмсана, куçсене, çăвара куçаççĕ.
Грипран мĕнле хỹтĕленмелле-ха? Чирлĕ çынсемпе хутшăнасран асăрханмалла. Ачасем тата халăх йышлă пухăнакан çĕрте, обществăлла транспортра сахалрах пулмалла. Организма çирĕплетмелле, уçă сывлăша ытларах тухмалла. Белокпа иммун тытăмне йĕркеллĕ ĕçлеме пулăшакан витаминсемпе (А, С, Е, В ушкăнрисем) пуян апат çимелле. Тухтăр сĕнекен иммунитета хăпартакан препаратсемпе усă курмалла.
С. ПЕТРЯНКИНА, Роспотребнадзор управленийĕн районти территори пайĕн начальникĕн çумĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)