03 ноября 2015 г.
Кулленхи пурнăçра апатлану пĕлтерĕшĕ пысăк. Апатра çу, тăвар, углевод сахал пулмалла. Пахча çимĕç, улма-çырла çини усăллă. Çуллă çини çын организмĕнче холестерина ỹстерет. Çакăн хыççăн чĕре, пуç тата ытти орган ыратма тытăнать. Чирлĕ çыннăн инфаркт е инсульт пулма пултарать.
Мĕнле апат çисен вырăнлă-ха?
Пăспа пĕçернĕ пулă аван. Какая вара эрнере икĕ-виçĕ кун çисен те çителĕклĕ. Апата тип çупа хатĕрлеме тăрăшмалла. Тата апата кунне 5 хут пĕчĕк виçепе çимелле. Кашнийĕшĕнчех пĕрер панулми, пахча -çимĕç пулни вырăнлă. Çусăр сĕт-турăх çини усăллă.
Юн пусăмĕн чирĕпе кĕрешме организма апат-çимĕçпе пĕрле калипе магни çителĕклĕ кĕни усăллă. Вĕсем вара абрикосра, иçĕм çырлинче, типĕтнĕ иçĕмре, курагара, хуратул кĕрпинче чылай. Çак çимĕçсем те юн пусăмне 10 миллилитр антарма пулăшаççĕ.
Çавăн пекех тăварлă апат-çимĕç, сахал хускални, пирус туртни, эрех ĕçни, кирлĕ маршăнах пăшăрханни япăх витĕм кỹреççĕ. Çавна пула организм чире хирĕç кĕрешме пăрахать. Сывлăха упрас, юн пусăмĕн чирĕпе аптрас мар тесен кунне 5 грамран ытла тăвар çимелле мар. Çакă пĕр чей кашăкĕпе танлашать. Çакна пăхăнни юн пусăмне 4-8 миллилитр чухлĕ чакарма пулăшать. Тата пирус туртма, эрех-сăра ĕçме пăрахмалла.
А. БАРАНОВА, Туçари врач офисĕн терапевчĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)