АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус туртнин, эрех-сăран сиенĕ

03 ноября 2015 г.

 Пысăк Çапла çирĕплетет районти тĕп больницăри Н. Надина врач нарколог. Эппин хăш-пĕр ыйтусен хуравне илер-ха Надежда Борисовнăран.

_ Мĕнпе сиенлĕ-ха табак туртни?

_ Чăн та пирус сиенĕ çинчен пурте пĕлеççĕ. Анчах туртакан кашни çын никотин тĕтĕмĕпе çыхăннă чир хăйне пырса тивмессе шанать. Çын организмĕн кирек хăш пайне те сиенлĕ витĕм кỹрет çав сигарет. Уйрăмах ỹпкене, сывлав çулĕсене.

Пирус туртакан çыншăн чĕре чирĕсем аталанас хăрушлăх та пысăк. Чĕре кислород çителĕклĕ пыманнипе хавшать те вăхăт иртнĕçемĕн çакă миокард инфаркчĕ патне çитерме пултарать. Инсульт çапса ỹкерессине те витĕм кỹрет пирус сиенĕ. Туртакансем ытларах эндартериитпа аптраççĕ. Малтан ура ыратма пуçлать, унтан уксахлаттарать, каярахпа гангрена аталанать, хăш чухне урана татма тивет. Пирус туртакан хăй кăна мар- çке, çывăхри çынсем те сиенленеççĕ. Сигаретпа туслă ашшĕ- амăшĕ, хăйсен тĕслĕхĕпе, ачасене пĕчĕклех туртма хăнăхтараççĕ теме пулать.

_ Калăр-ха, юлашки вăхăтра çамрăксем эрех-сăра ĕçнине курма пулать. Мĕнрен килет-ши çакă? Тата сăра организмшăн мĕнпе хăрушă?

_ Кунта çамрăксен ăс-тăнне çемьери, обществăри йăла-йĕр-ке, кирек мĕнле уява, ĕçке-çике эрех-сăрапа паллă тума хăнăхни витĕм кỹрет. Ача пĕчĕкрен çакна курса ỹсет те, тĕрĕс тесе шухăшлама пуçлать. Эрех-сăрасăр пурăнайман, ĕçкĕçе тухнă çынсем пурте тенĕ пекех малтан сăрапа туслашнă.

Сăрара этил спирчĕ пур. Чи анлă сарăлнă сортсен градусĕ 4-5 процентпа танлашать. Апла-тăк, 100 грамм сăрара таса спирт вăтамран 4 грамм, пĕр кĕленчере _ 20 грамм. Витĕмĕ ытти спирт шĕвекĕнчи пекех. "Кăшт кăна ĕçме хăнăхни" сисмесĕрех алкоголизм патне çитерет. Сăрапа иртĕхни шалти органсене чирлеттерет. Чĕре, куллен сăра ĕçнипе, шĕвек нумай уçлама тивнине кура, пысăкланса каять. Унăн мышцисем çỹхелеççĕ. Çавна май миокард инфаркчĕн хăрушлăхĕ ỹсет. Тухтăрсем çак пулăма "сăра" чĕри теççĕ.

Тата çакна та каламалла. Сăра вĕретнĕ чухне кăпăк стабилизаторĕ вырăнне кобальтпа усă кураççĕ. Вăл та чĕре ĕçне вăйлах пăсать. Пĕверте гепатит аталанать, вăл малашне цирроза куçма пултарать. Тата сăра шăк çулĕсемшĕн синкерлĕ, усал шыçă чирĕсем çакăнтан пуçланас хăрушлăх питĕ пысăк.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика