АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх пулсан пурте пулать

03 ноября 2015 г.

Пурнăçра чи кирли _ çирĕп сывлăх. Укçа пулсан-пулмасан та ăна туянма çук. Çавăнпа та упранма тăрăшмалла. Çакна кашни ача патне çитерме тăрăшаççĕ Первомайскинчи вăтам шкулта. 7а тата 7б классенче çак темăпа вăйă-конкурс ирттерчĕç. "Сывлăх пулсан пурте пулать" чĕнĕве тĕпе хучĕç.

Вĕренекенсем ыйтусем çине хуравларĕç. "Ыратман" тухтăр сĕнĕвĕсене малалла тăсрĕç. "Симĕс аптека" хулинче пурăнакансемпе паллашрĕç. Куçа кантармалли гимнастика турĕç. Команда капитанĕсем хăйсем те ăмăртрĕç. Тавçăрулăха тĕрĕслекен ыйтусем сахал мар пулчĕç. Ачасене ăша хывмалли тупăнчех. Вăйă никам çĕнтерейменнипе вĕçленчĕ.

8 класра вара кинолекторипе усă курса сывă апатлану çинчен калаçусем иртрĕç. Ачасем сывлăха çирĕплетмелли тата упрамалли çинчен чылай çĕннипе усăллине пĕлчĕç. Сахал хускану туни тата çуллă, пылак апат çини ỹт хушма пулăшать-мĕн. Шкул çулĕсенчех виçерен ытлашши пулни кайран та палăрать иккен.

                                                                                         Е. Сорокина

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика