03 ноября 2015 г.
Хăлха массажĕ
Алăсен пуç пỹрнисене хăлха шăтăкĕсене хытă чикмелле те пĕр минутран тăрук туртса кăлармалла. Хăлха ăшнелле пỹрнесене пăраласа кĕртнĕ евĕр хусканусем тума юрать. 3 хут тумалла. Унтан пĕр алла _ пуç тỹпи çине, теприне кăкăр айне кăвапаран çỹлерех хурса лармалла. Юлашкинчен алăсемпе кĕлеткене икĕ енчен аяк пĕрчисен айĕнчен 5 минут хĕстерсе тăмалла. Çапла ирсерен тата каçсерен 5-6 кун сипленмелле. Ку меслет юн пусăмне нумайлăха йĕркелеме пулăшать.
Алă сыпписене _ хупахпа
Алă сыпписем ыратсан, тăртансан, пỹрнесене хуçлатма йывăрлансан хупахпа сипленни çăмăллăх кỹнине палăртаççĕ. Чĕрĕ çулçисене ал арманĕпе авăртмалла та сĕткенне пăчăртаса юхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах пĕрер апат кашăкĕ сĕткене чĕрĕк чей кашăкĕ пылпа ĕçмелле.
Сĕткене 2 кун валли хатĕрлеме юрать. Ăна холодильникре упрамалла. Малалла сипленме çĕнĕрен юхтармалла. Курсĕ _ 35 кун.
Юн пусăмне алшăлли чакарать
Яппунсем юн пусăмне чакарма, сывлăха лайăхлатма питĕ ансат мелпе усă кураççĕ. Çăмлă пысăк мар алшăлли кăна кирлĕ. Ăна хытă рулон пуличчен чĕркемелле, алăпа çавăрса тытсан пỹрнесем пĕр-пĕрне кăштах перĕнмесĕр юлччăр. Рулона алăпа икĕ минут хушши питĕ хытă çатăрласа тытмалла. Çак вăхăтра пусăм вăйĕ хăй тĕллĕнех 30 процент таран чакать. Унтан алшăллине ямалла. Пулчĕ те. Пулăштăр тесен процедурăна эрнере 3 хут (ытларах та юрать) 10-шар минут тумалла. Алăсене иккĕшне те черетпе усă курмалла: вĕсене икĕ минут чăмăрта тытмалла, пĕр минут канмалла та каллех хытармалла.
Çĕр улми чула кăларать
Ку _ авалхи рецепт. Унпа усă курса пỹрери фосфат чулсене кăларма пулать. Çапах та сиплеве тытăниччен тухтăрпа канашламалла. Тен, асăннă меслет сире юрамасть.
Лайăх çунă тата куçĕсене тасатнă 1 килограмм çĕр улмине хуппипех 6 литр шыва ямалла, вĕреме кĕнĕ хыççăн вăйсăр çулăм çинче тата 4 сехет тытмалла. Унтан пĕр чĕптĕм тăвар хушмалла та çĕр улмине шывĕпех тỹмелле, марля витĕр сăрăхтармалла.
Шĕвеке кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах икшер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс _ 40 кун.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)