АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов Алманчă ял тăрăх пурнăçĕпе паллашнă

07 ноября 2015 г.

 Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов  Алманчă ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе ялти культура çуртĕнче тĕл пулнă. Рудольф Васильевич кĕскен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх суйлавĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем пирки чарăнса тăнă, малашлăхри плансемпе паллаштарнă.

Алманчă ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Фомин, сăмах май вăл ку должноçра 10 çул тăрăшать, ял тăрăхĕн социаллă экономика аталанăвĕ тата умри тĕллевсем çинчен каласа панă. Алманчăсем хăйсене хумхантаркан ыйтусене те хускатнă. Акă, нумайăшне спутник антеннипе Чăваш телевиденине курма çукки, хаçат-журнал çырăнтарăвĕ, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парасси, телефон çыхăнăвне лайăхлатасси, сĕт хакĕ пăшăрхантарать. Район администраци пуçлăхĕ кашнине тĕплĕн хуравлама тăрăшнă. Калаçăва пĕтĕмлетсе Рудольф Васильевич пурин те пĕрле килĕштерсе пурăнмаллине, ĕçлемеллине, ун чухне çеç тăван кĕтес тата та хăтлăрах, илемлĕрех пулассине, власть органĕсем вара май пур таран тимлĕх ытларах уйăрма тăрăшнине каланă.

Рудольф Селиванов вăтам шкулăн, ача сачĕн, ял тăрăх библиотекин тата краеведени музейĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика