07 ноября 2015 г.
Ял хуçалăх кирек хăш тапхăрта та экономикăн пĕлтерĕшлĕ отраслĕ шутланнă. Халĕ, Раççей Правительстви асăннă тытăмăн тĕп çул-йĕрне импорта улăштарассипе çыхăнтарнă чухне, ял çыннин тата пуçаруллăрах пулма тивет. Унăн миссийĕ чăннипех пархатарлă _ çĕршыва апат-çимĕçпе тивĕçтермелле. Пуçа ирĕксĕрех çакнашкал шухăш пырса кĕрет: çак тĕллеве пурнăçламашкăн пирĕн аграрисем хевте çитерейĕç-ши?
Чăваш Енĕн çĕр ĕçченĕ: миçен вĕсем тата мĕнлескерсем?
2015 çул пуçланнă тĕле республикăри ялсенче 486,6 пин çын (239,5 пин арçын, 247,1 пин хĕрарăм) е пĕтĕм халăхăн 39,3 проценчĕ пурăннă. Урăхла каласан кашни 1000 арçын пуçне 1031 хĕрарăм пулнă. Ỹсĕме илес-тĕк, 50-54 çултисем _ чи йышлисем, 42,3 пин çын е халăхăн 8,7 проценчĕ.
Ял çыннин вăтам ỹсĕмĕ _ 41,5 (хулара _ 37,8), çав шутра арçынсен _ 38,7, хĕрарăмсен 44,3 çулпа танлашать.
Ялта пурăнаканăн вăтам ĕмĕрĕ 2014 çулта 68,5 (арçынсен _ 62,6, хĕрарăмсен _ 76,1) çул пулнă.
2014 çулта ялти хĕрарăмсем ача çуратассин 1000 çын пуçне тивекен коэффициенчĕ 14,2-е çитнĕ е малтанхи çулхинчен 0,7 процент чакнă. Çакнашкал пулăм кăçал та палăрать: çуратаслăх шайĕ 2,4 пункт пĕчĕкленнĕ, 1000 çын пуçне 12,1 шутланать. Çуратаслăхăн суммарлă коэффициенчĕ пĕлтĕр ялта 2,9 ачапа танлашнă, хулара _ 1,5.
Пĕлтĕр ялта 8394 çын вилнĕ. Асăннă кăтарту 2013 çулхинчен пĕчĕкрех. Пурнăçран уйрăлнин тĕп сăлтавĕ _ чĕрепе юн тымарĕсен чирĕ (41,9 процент). Иккĕмĕш вырăнта _ çул-йĕрпе транспорт аварийĕ, инкек-синкек тата ытти (16,2 процент); виççĕмĕшĕнче _ усал шыçă (8,5 процент).
Иртнĕ çулхи сакăр уйăхрипе танлаштарсан, кăçалхи асăннă тапхăрта саккунлă майпа пĕрлешес тата уйрăлас текенсем 10,5 тата 22,5 процент сахалланнă. Кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче çемье çавăрнă 1000 çемьерен 319-шĕ уйрăлнă (иртнĕ çулхи çав вăхăтра _ 369).
Ăçта тата мĕнле сăлтавпа тухса каяççĕ?
Паянхи ялăн çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри _ 18-35 çулсенчи çамрăксем хулана миграцилени. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: пĕлỹ илесшĕн, квалификацие ỹстересшĕн, служба картлашкипе улăхасшăн. Унсăр пуçне ĕç условийĕ тивĕçтерменни, канăва кирлĕ пек йĕркелеме май çукки те çурланă вырăнтан тапранса тухма хистет вĕсене. Чылайăшĕ унтах тĕпленет. Ялта пурăнакан йышĕ çавна май сахалланса пырать, ĕç ресурсĕсен пахалăхĕ чакать.
2014 çулта республика тулашне ял халăхĕн 42,4 проценчĕ _ çемьери лару-тăрăва тĕпе хурса, 17,9 проценчĕ _ ĕç шыраса, 10,7 проценчĕ вĕренме кайнă. Тĕпрен илсен вĕсене Мускав хулипе облаçĕ, Тутарстан, Чулхула, Ленинград облаçĕсем, Санкт-Петербург хули илĕртнĕ.
2014 çулта ялтан 200019 çын тухса кайнă-тăк, 14260-ăн кăна таврăннă.
Мĕнле тăрăшатпăр, çапла пурăнатпăр
АПКн республика экономикинчи вырăнне илес пулсан, кăçалхи тăхăр уйăхра çĕр улми (684,5 пин тонна е пĕлтĕрхинчен 24,5 процент ытларах), аш-какай (77,7 пин тонна е пĕлтĕрхинчен 15,8 процент нумайрах), сĕт (338,7 пин тонна е 0,6 процент ытларах) туса илнĕ.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 562,3 пин тонна е пĕлтĕрхинчен 3,1 процент сахалрах пухса кĕртнĕ (малтанласа шута илнĕ виçепе), пахча çимĕç _ 74,8 пин тонна е 19,2 процент сахалрах.
Кам хăйне хăтлă туять?
Чăваш Енри ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлекен вăтам шалăвĕ пĕлтĕр экономикăри вăтам пĕлтерĕшлĕ ĕç укçин 62 проценчĕпе (çĕршывĕпе илес-тĕк, _ 53, ФАО регионĕсенче 51-87 процент) танлашнă.
Çĕр ĕçченĕн иртнĕ çулхи вăтам шалăвĕ _ 12855,2 (2013 çулхипе танлаштарсан 118,2 процент), кăçалхи сакăр уйăхра вăтамран 14314,7 тенкĕ (2014 çулхи çав тапхăртипе 113,7 процент) пулнă.
Пурнăç лайăхланать
Ял хуçалăхĕн ĕçлев тата ĕçсĕрлĕх шайĕн кăтартăвĕсене Чăвашстат çак ыйтусемпе халăх хушшинче уйăхсерен ирттерекен суйласа илнĕ тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх палăртаççĕ. Ведомство специалисчĕсем 15-72 çулсенчи çынсенчен ыйтса пĕлеççĕ. 2014 çулта ялта экономика тĕлĕшĕнчен пуçаруллă халăх(ĕçлисем тата ĕçсĕррисем) йышĕ 270,4 пин пулнă, вĕсенчен 258,5 пинĕшĕн тупăшлă вырăн пулнă, 11,9 пиншĕн _ çук. Ялта пурăнакансем, тĕпрен илсен, ял хуçалăхра, сунарта, вăрман хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ. Вĕсен 52 проценчĕ килти хушма хуçалăхра сутас е улăштарас тĕллевпе продукци туса илет. 20 проценчĕ республика тулашĕнче ĕçлет.
2014 çулта пĕтĕмĕшле ĕçсĕрлĕх шайĕ республикăра 5 процент пулнă (ялта _ 4,4, хулара _ 5,3).
2013 çулхипе танлаштарсан виçĕ енĕпе те ырă улшăнусем палăраççĕ: ĕçсĕрлĕхĕн пĕтĕмĕшле шайĕ _ 0,7, хулара _ 0,9, ялта _ 0,5 процент чакнă. Ял халăхĕн ĕçсĕрлĕхĕн пĕтĕмĕшле шайĕ çĕршывра пĕлтĕр _ 7,9, ФАОра 5,8 процент шутланнă.
Ял çыннишĕн çырав пĕлтерĕшлĕ-и?
Ял хуçалăх _ динамикăллă тытăм, çавна май кăтартусене тăтăшах актуализацилемелле. Раççей ял хуçалăхĕн юлашки çыравĕ 2006 çулта пулнă. Пĕтĕм тĕнчери стандартсем тăрăх вара çакăн йышши тĕпчеве 10 çулта пĕр хутран кая мар йĕркелемелле. Унăн тĕллевĕ _ ял демографийĕ, унта пурăнакансен ĕçлевĕ, çĕрĕн пĕтĕм лаптăкĕ, акса-лартса тăвакан лаптăк тытăмĕ тата унпа усă курни, культурăсем, пахча çимĕç тата улма-çырла ỹстерекен лаптăк, выльăх- чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк йышĕ, машинăпа оборудовани пурри çинчен пухнă информацие тĕпе хурса малашлăх задачисене палăртасси.
Анлă масштаблă мероприяти вăхăтĕнче республикăн тата Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхне хăйне евĕр инвентаризацилеççĕ.
Ял ĕçченĕн пĕтĕмлетнĕ сăнарĕ
Хальхи ял хуçалăх тытăмĕ çĕр ĕçченĕн ытти чухнехипе танлаштарма май килмен сăнарне калăпларĕ. Вăл _ вырăссен паллă сăвăçи Николай Некрасов сăнарланă хĕрарăм: ĕрĕхсе кайнă юланута чарма, вут-çулăм хыпса илнĕ çурта кĕме пултараканскер. Хамăртан çапла хушса хурар тата: алли ылтăнскер, стена çумне çỹлĕк çакма, пăта çапма ăстаскер...
Вăл 45 çулалла çывхаракан чăваш хĕрарăмĕ, яваплăскер, сăпайлăскер, ытлашши хытă ыйтманскер. Мĕн пуррипе çырлахма хăнăхнă вăл _ 14 пин тенкĕрен кăшт пысăк шалупа та çураçать. Çемьеллĕ, 24 çула çитиччен пĕрремĕш тĕпренчĕкне çуратнă. Упăшки ытти облаçа ĕçлеме тăтăшах çỹренĕ май ачи-пăчине çитĕнтересси, килти хуçалăх тата мĕн пур ĕç-пуç ун çине тиенет. Çакнашкал кăткăс лару-тăрура аллине усман маттура хĕрарăмăн чăн-чăн телейне сунмалли кăна юлать.
Валентина Смирнова хатĕрленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)