11 ноября 2015 г.
Политика тата экономика коммуникацийĕсен агентстви çĕршыври субъектсен ертỹçисен октябрьти витĕмне палăртнă. Рейтингра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев 34-мĕш вырăна çитнĕ, сентябрьтипе танлаштарсан 18 пункт çỹлĕ-рех хăпарнă е "Вăтам витĕм" ушкăнран "Вăйлă витĕмлисен" ретне çитнĕ.
Атăлçи федераци округĕн регионĕсенчи 14 лидертан Михаил Васильевич çиччĕмĕш тăрать, Л. Маркелова (Мари Эл), И. Белозерцева (Пенза облаçĕ), С. Морозова (Ульяновск облаçĕ), Ю. Берга (Оренбург облаçĕ), А. Соловьева (Удмурт), Н. Белыха (Киров облаçĕ), В. Басаргина (Пермь облаçĕ) хыçа хăварнă.
Раççейри витĕмлĕ губернаторсене палăртассипе йĕркеленĕ рейтингра анкета ыйтăвĕсене вăрттăн мелпе хуравлаттараççĕ, унта 25 эксперт хутшăнать: политологсем, политехнологсем, медиаэкспертсем, журналистсем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)