11 ноября 2015 г.
Çемье çавăрса ача-пăча ỹстересси çыннăн пурнăçĕнче чи яваплă пулăмсенчен пĕри. Икĕ чĕре пĕрлешнĕ чухне пĕр-пĕрне ĕмĕр-ĕмĕр юратса та килĕштерсе, ăнланса пурăнма шантарать. Ĕлĕкхи вăхăтра çемье çавăрса пĕрлешнĕ пулсан пурнăç тăршшĕпе юнашар утнă. Хуйхи-суйхине те, савăнăçне те çурмалла пайланă, пăтăрмахсене çын çине кăларман. Уйрăлакансем вăл вăхăтра пулманпа пĕрех. Халĕ вара, шел пулин те, вĕсен шучĕ кашни çул ỹссе пырать. Мĕншĕн çак утăм патне пырса тухать-ши мăшăр? Психологсем палăртнă тăрăх тата тĕрлĕрен кăтартуран çакă курăнать: илемлĕ туй саманчĕ иртсе кайсан çемье пурнăçĕ пуçланать, анчах та çамрăкла пĕрлешнĕ яш-кĕрĕм çакна пачах та хăнăхман. Хăйсен умне тухса тăракан йывăрлăхсене вĕсем татса пама пĕлмеççĕ. Пĕр-пĕрне ỹпкелени, харкашу-çапăçу пуçланать. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, мăшăрсен ытларах пайĕ пĕрлешнĕ хыççăн çулталăкран уйрăлса каять. Ку ытларах чухне çамрăкла, ăнланмасăр çемье çавăрнинче, укçа-тенкĕ çитменнинче, пĕр- пĕрне ăнланма, пулăшма тăрăшманнинче. Ача çуралсан тухса тăракан йывăрлăхсене пĕрле татса пама пултарайманнинче.
Мăшăрсенчен пĕри эрех-сăрапа, наркотикпа иртĕхни, астармăш вăйăсемпе выляма кăмăллани те çемьене аркатаканнисенчен пĕри шутланать.
Пурнăçа тĕрлĕрен ăнланни, кашнийĕшĕн урăхла шухăшлав пулни те çак пулăм патне илсе çитерме пултарнине палăртаççĕ психологсем. "Кашни çемьен хăйĕн савăнăçĕ, кулянăвĕ", _ тенĕ ваттисем. Пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр чĕлхерен, улталамасăр, пĕр шухăшлă пурăнсан пурнăçра укçа-тенки те, пуянлăхĕ те пулатех. Ахальтен мар çут çанталăк çынна мăшăрпа пурăнса ирттермелле тунă. Çĕр çинчи пур ачан та пысăк та туслă çемьере çитĕнмелле, унăн ашшĕпе амăшĕ те пулмалла. Кашни çыннăн чĕринче илемлĕ те çепĕç туйăм - юрату _ хуçалансан пурăнма та çăмăлрах пулĕ.
О. ВЕРЛИКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)