14 ноября 2015 г.
ИРТНĔ тапхăрти ырă самантсем чылайăшĕ "хĕрлĕ кĕнекене" çеç çырăнса юлчĕç-ши? Вĕсенчен пĕри _ шкул ачисем хавхаланса кайса кивĕ хут, картун, хут курупкисене пуçтарни. Тĕркемĕ-тĕркемĕпе, лавĕ-лавĕ-пе сĕтĕрнĕ ăна шкул таврашĕнчи управа! Кайран кирлĕ çĕре ăсатнă. Паян вара усăллă та пархатарлă ĕç пирĕн районта туйăнмасть тесен те юрать. Республикăра çак кунсенче "Хут бумĕ" экологи проекчĕ ĕçлет-мĕн. Çак проекта каллех республикăри 13 шкул çеç хутшăннине пĕлтĕрнĕ "Чăваш халăх" сайтĕнче.
Асăннă экологи проекчĕ 2016 çулхи çĕртме уйăхĕчченех тăсăлать-ха. Çавăнпа та ĕлĕкхи хастарлăха каялла тавăрса ырă тĕслĕх кăтартма Патăрьелсем те кая юлман темелле.
Вулакана пĕлме: макулатурăран 1 тонна хут хатĕр- лесен 17 йывăç упранса юлать, 30 пин литр шыв перекетленет имĕш. Çавăнпа та кирлĕ мар кивĕ хут кĕл купине мар, тавара çаврăнни паха!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)