АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмаха тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ

14 ноября 2015 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри хула тата район администарцийĕсен ертỹçисемпе видеоканашлу ирттернĕ.

Чỹк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри хула тата район администрацийĕсен ертỹçисемпе видеоканашлу ирттернĕ. Канашлăва пухăннисем пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен лайăх хăтлă çуртсене куçарас ыйтусемпе çыхăннă самантсене тĕплĕн сỹтсе явнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче регионта уйрăм муниципалитетсенче палăртнă Программăна кирлĕ пек шайра пурнăçланине асăнса хăварнă. Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Герасимов хăйĕн докладĕнче граждансене авариллĕ çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарнин ĕç кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Программăна пĕтĕмпе пурнăçлама 5 млрд 86 млн тенкĕ пăхса хăварнине асăннă. Чăваш Республикинче пурĕ авариллĕ нумай хваттерлĕ çуртсем _ 853. 2015 çулта Программăн иккĕмĕш тапхăрĕ пурнăçланать. Нумай хваттерлĕ 207 çуртран çынсене куçарса лайăх хваттерсемпе тивĕçтерме тĕллев лартнă. Ĕçе ку енĕпе Элĕкре, Куславккара, Сĕнтĕрвăрринче, Вăрмарта, Çĕрпỹре, Шăмăршă тата Канаш хулинче туллин пурнăçланине палăртнă. Ытти 13 муниципалитетсенче ĕç малалла пырать. Александр Герасимов хăйĕн сăмахĕнче Программăна кирлĕ пек шайра пурнăçлайман районсемпе хуласене палăртнă. Вĕсем: Муркашсем, Етĕрнесем, Улатăр, Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисем. Çак асăннă муниципалитетсен ертỹçисем вырăнти лару-тăрупа тĕплĕн паллаштарнă. "Ыйтăва туллин тивĕçтерме финанс тĕлĕшĕнчен укçа-тенкине вăхăтра куçарса панă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн ума лартнă тĕл- левсене пурнăçламалла", _ тесе çирĕппĕн асăрхаттарнă регион Ертỹçи.

Канашлура Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Герасимов газ ыйтăвĕпе çыхăннă самантсем пирки те чарăнса тăнă, йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусем çинчен каласа хăварнă. Муниципалитетсенче газшăн парăмсем чылай пухăнни сисĕнет. Парăмсем ытларах Вăрнарсен, Йĕпреçсен, Куславккасен, Сĕнтĕрвăррисен, Çĕрпỹсен, Улатăр, Канаш, Шупашкарпа Çĕмĕрле хулисен. "Газпром межрегионгаз Чебоксары" ТМЯО генеральнăй директорĕ Кияметдин Михтафутдинов хăйĕн сăмахĕнче администрацисен счечĕсене чарса лартни йывăрлăхран тухма пулăшнине асăннă. Лару-тăрăва малашне уçăмлатма кирлĕ пек сĕнỹсем панă. Регион Ертỹçи палăртнă ыйтупа муниципалитетсен пуçлăхĕсене итленĕ. "Енчен те малалла та лару-тăру аванланмасан, тĕрлĕ комиссисем витĕр кăларма тĕллев лартăпăр. Ун чухне кашни ертỹçĕ кирлĕ пек саккун умĕнче явап тытĕ", _ тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.

Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес ыйтупа Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен Патшалăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева тĕплĕн каласа кăтартнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн регионта пурĕ нумай ачаллă 6550 çемьене шута илнĕ. Вĕсенчен 3626-шне çĕрсемпе тивĕçтернĕ те. (ЧР Пуçлăхĕн сайтĕнчен).

Видеоканашлура хускатнă ыйтусемпе пирĕн районта та сахал мар ĕç тунă. Ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче аварилле çуртра пурăнакан 21 çемьене (48 çын) хăтлă хваттерпе тивĕçтернĕ. Вăл шутра 14-шĕ _ Па- тăрьел, 7-шĕ Первомайски ял тăрăхĕсенчен. Районта нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтермелли сакун вăя кĕнĕренпе 13 ял тăрăхĕнче 49 çемьен ыйтăвне татса панă. Çак ыйтупа уйрăмах Первомайски (100 процент), Шăнкăртам (88 процент) ял тăрăхĕсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.

Е. СЕДОЙКИНА, пенсионер, Патăрьел ялĕ:

_ Патăрьелĕнчи Гагарин тăкăрлăкĕнчи кивĕ те хăтсăр çуртра чухне икĕ ача пăхса çитĕнтертĕм, ура çине тăратрăм. Паянхи пек ас тăватăп: шартлама хĕл кунĕсенче пỹртре ăшă тытса тăрас тĕллевпе кунне виçĕ хутчен вутă хутнисем те пулнă. Нушаллă та тертлĕ вăхăтсем хыçа юлнăшăн çав тери хĕпĕртетĕп. Халĕ ĕнтĕ пиллĕкмĕш çул патшалăх пире тивĕçтернĕ хваттерте пурăнатăп. Унчченхипе танлаштарсан чăнах та мĕн пур услови пур, хуларинчен пĕрре те кая мар. Сăмах май каласан, пирĕн урамра чылайăшĕ хваттерлĕ пулчĕç. Çакăншăн тем пекех савăнатпăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика