14 ноября 2015 г.
Губернаторсен наци рейтингĕн кăтартăвĕ тăрăх, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕрремĕш ушкăнра тăракан Раççейри регионсен пуçлăхĕсен шутне кĕнĕ.
Кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев тĕрлĕ рейтинг кăтартăвĕсенче курăмлăнах ỹссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Политикăпа экономика коммуникацийĕсен агенстви юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче хатĕрленĕ рейтингра та Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 34-мĕш вырăна тухнă. Авăн уйăхĕнче хатĕрленĕ кăтартуран 18 хут ỹстерни куçкĕретех. Енчен те вăл маларах Раççейре вăтам ĕçлесе пыракан ушкăнри пуçлăхсен шутĕнче тăнă пулсан, халĕ чи вăйлă ĕçлекеннисен шутне кĕнĕ. Çĕршыври губернаторсен эффективлăхĕн рейтингĕнче, ăна шăпах та граждансен обществин аталанăвĕн фончĕ йĕркелесе хатĕрленĕ пулнă, унта вăл 9 пункт çỹлерех хăпарса 37-мĕш вырăна çитнĕ, рейтингра пысăк кăтартуллă губернаторсен шутне кĕнĕ. Губернаторсен Наци рейтингĕнче пĕр позицине ỹстерсе, юпа уйăхĕн кăтартăвĕпе Атăлçи федераци округĕнче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ, унăн умĕнче Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов çеç пулнă.
Экспертсем палăртнă тăрăх, авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнчи халăх суйлавĕ хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев чи лайăх ĕçлекен регионсен элитин хисепĕнче пулнине палăртаççĕ. Тĕпчевçĕсем республикăна инвестици явăçтарнин ĕç кăтартăвĕсене те пысăка хурса хакланă. Чи паллă пулăм шутне Çĕнĕ Шупашкарти тимĕр бетонсем хатĕрлесе кăларакан производство заводне, "Юрма" агрохолдинга кĕртнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ушкăнĕ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ыйтăвĕпе те кирлĕ пек шайра йĕркелесе пыни пурне те хавхалантарнине асăннă.
х х х
Чỹк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей Федераци Правительствин Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев Федераци субъекчĕсен ертỹçисемпе видеоканашлу ирттернĕ. 2016-2025 çулсем валли пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан программăна пурнăçа кĕртес ыйтупа ирттернĕ канашлăва регион Ертỹçи Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, Чăваш Енĕн вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов хутшăннă. Раççей Федераци Правительствин Председателĕ хăйĕн сăмахĕнче çĕршывра шкулсене хута ярас ыйту демографи лару-тăрăвĕ юлашки çулсенче лайăхланса пынипе çыхăннине асăннă. Программăна пурнăçа кĕртме пурĕ виçĕ триллион тенкĕ палăртса хунă, вĕсенчен икĕ триллионĕ Федераци хыснинчен куçассине пĕлтернĕ.
х х х
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн консультаци паракан комиссийĕн çĕнĕ тытăмне çирĕплетнĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн унăн йышне çĕршыври субъектсен 20 ертỹçине кĕртнĕ. Атăлçи федераци округĕнчен пурĕ те икĕ регион ертỹçине çеç кĕртнĕ. Вĕсем: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов. Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн президиумĕн ĕç планне кĕртнĕ ыйтусемпе пулăшу парас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)