14 ноября 2015 г.
Кĕр мăнтăрĕ чылай çынна савăнăç кỹрет: пỹлме тулли ăнса пулнă тырри-пулли, управсенче _ улми-çырли е тата ытти пахча çимĕç кăмăла çĕклет. Витесемпе картасенчи выльăхĕсем те мăнтăрланса, йĕтĕр пек чăмăрланса çитнĕ. Урăхла каласан, хĕл каçа ăшă та кăмăллă çуртсенче тутлă апат çисе реххетленмелли çеç юлать темелле. Анчах çак ырлăхпа киленỹ те хамăртан килет. Пĕр ассăр çĕртенех инкек-синкекĕ те, пысăк тăкакĕ, çухатăвĕ те йăтăнса анма пултарать. Сăмахăма пушар хăрушлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнни çеç вут-çулăм серепинчен хăтарма пулни пирки пуçарас тĕллевпех районти пушар надзорĕн начальникĕпе Владимир Александрович Яковлевпа тĕл пултăм.
_ Владимир Александрович, паянхи пурнăçра вут пек вăйли, çил пек усалли çуккине пĕле тăркачах сире тепĕр чухне çынсем çак ыйту çине пỹрне витĕр пăхнăн туйăнмасть-и? Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пушар пысăк типшар кăтартма пултарать- çке...
_ Тĕрĕсех. Вутăн алли çеç мар, ури те вăрăм тесе калас килет. Ăнсăртран сиксе тухакан пăтăрмахсен хуçисем пĕри те çичĕ ют мар. Хамăр яваплăхăмăр, тимлĕхĕмĕр çитменнипех ĕмĕр тăршшĕпе пухнă пурлăхăмăрсем кĕл купине çаврăнаççĕ, çынсем, пĕчĕк ачасем вилеççĕ, чылайăшĕ сусăрланаççĕ.
_ Çак шухăша хăш-пĕр фактсемпе çирĕплетейместĕр-ши?
_ Инкексене цифрăсем çине куçарни пурне те пăшăрхантарать. Çулталăк пуçланнăранпа республикипе 846 пушар пулнă. Вĕсенче 70 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 96-шĕ вара суранланнă, аманнă. Ку тĕлĕшпе районти кăтартусем те савăнтармаççĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан вут-кăварпа пулакан пăтăрмахсен шучĕ 14 процент ỹснĕ. Урăхла каласан кăçалхи вунă уйăхра 32 пушар тухнă, вĕсенче виçĕ миллиона яхăн пурлăх, тупра çунса юрăхсăра тухнă.
_ Пушар _ пĕр хуйхă, инкек синкерлĕ вĕçленни вара тата ытларах çухату. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, пирĕн районта кăçал та вут мăшкăлĕ пулнă тĕслĕх-сем пур.
_ Пирĕн сотрудниксемшĕн инкек тухнă вырăнта вут-кăвара вăхăтра çитсе парăнтарасси, ăна сарăлса кайма памасăр сỹн- тересси _ тĕп тĕллев. Анчах та çав серепене çакланнă çынна е ачана кĕрсе çăласси е унăн ỹтне илсе тухасси питĕ яваплă та, пăлхануллă та. Шел пулин те кăçал çак сăлтавпа пилĕк çын тĕтĕмре чыхăнса вилчĕç, тепĕр пиллĕкĕшĕ суранланчĕç (кайран вĕсем те вилнĕ). Çакна та палăртмасăр иртсе каймалла мар: сĕрĕмпе хăйсен пурнăçне татнисен тăваттăшĕ ỹсĕр пулнă. _
Вут-кăварпа пулнă инкексене ытларах мĕнле "диагноз" лартатăр?
_ Тĕрлĕрен. Çапах та кăçал та ытти чухнехи пекех электрооборудованипе усă курнă чухне тимлĕ пулманран вут серепине çакланнисем ытларах. Çак сăлтавпа 17 çемье шар курчĕç. Вутпа асăрханманнипе, юсавсăр кăмакапа усă курнипе пулакан инкексем те сахал мар. Чи пăшăрхантараканни вара _ килте аслисен тимлĕхĕсĕр юлнă ачасем шăрпăкпа ашкăннăран пушар тухни. Ун пеккисем кăçал та тăватă тĕслĕх пулчĕ.
Сăмах май каласан, нумай пулмасть çеç телевиденипе Краснодар крайĕнче харăсах çичĕ ача çунса вилни пирки передача кăтартрĕç. Сăлтавĕ _ ашшĕпе амăшĕ каçхине вунă сехет çитеспе те ачисене пĕччен пăрахса хăварни. Çакнашкал инкек-синкек ан сиксе тухтăр тесен пурин те асăрхануллă пулмалла, шăпăрлансене килте пĕччен шанса хăвармалла мар.
Альбина ЕГОРОВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)