АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса

14 ноября 2015 г.

Çын пурнăçĕшĕн, унăн сывлăхĕшĕн тăрăшас тивĕçре çак хушăра кунта ĕçленисем, халĕ вăй хуракансем таса та тỹрĕ тивĕçпе пурнăçласа пыраççĕ. Паян аптека службин ветеранĕсен, профессине чунтан парăннăскерсен _ Л. Фролова, Л. Михайлова, А. Сапожникова, Н. Соловьева, М. Осипова, Л. Фролова, М. Баданова, Л. Никитина, Н. Саликова, Л. Викторова _ пархатарлă ĕçне вырăна хурса палăртса хăварас килет. Л. Лазарева, К. Макова, В. Козлова, Н. Казенова, В. Миняков тата ыттисем те хăйсем çинчен çĕр çине, çынсен чун-чĕрине ырă йĕр хăварнă. Эпир аслă ăрурисен ĕçри кăмăллă çул-йĕрне малалла та çирĕп тытса пырасшăн. Пирĕн аптека паян та чăнахах та кадрсен лаççи, малта пыракан опыта вĕрентекен шкул вырăнĕнче. Ялти фармацевтика бизнесĕнче конкуренци пысăк пулсан та ĕçре ăнăçу пурах коллективăн. Районти ытти эмелсем сутакан пунктсенче пирĕн патăрта ĕç хăнăхăвне илнĕ специалистсем ĕçлеме пултарни савăнтаратех.

Аптека юбилейĕ коллектив уявĕ çеç мар. Вăл районти кашни çынна пырса тивекен уяв. Сиплев эмелĕсем илме пирĕн пата килеççĕ-çке. Эпир вĕсен ыйтăвне татса пама пултарни савăнтарать. Çынна сывлăх парнелекенсем пекех туйăнать.

Ассортимент пуян пирĕн. Уйăхри таварçаврăнăшĕ икшер миллионран та иртет. Çăмăллăхпа усă куракан тĕрлĕ категорири граждансене эмелсене рецептпа та паратпăр. Вăрçă, тыл ветеранĕсен, таса ята тавăрнисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. Йывăр çын хĕрарăмсем те сертификатпа пиртенех эмелсем илеççĕ. Медикаментсене çавăн пекех районти 37 фельдшерпа акушер пунктне, Шăнкăртамри, Турханти, Первомайскинчи, Туçари, Кзыл Чишмари тата районти тĕп больницăри аптекăсене çитеретпĕр.

Ĕçĕмĕр ăнăçлă та лайăх пытăр тесе хамăр та сахал мар тăрăшатпăр. Аптека канмалли кунсемсĕр ĕçлет. Уявсенче те пирĕн алăксем яланах уçă. Ирпе район центрне килекен çынсемшĕн меллĕ пултăр тесе ĕç кунне 7.30 сехетрех пуçлатпăр. Малта пыракан технологисене ĕçе кĕртетпĕр. Çаксене пулах 2012 çулта республикăри район центрĕсенче вырнаçнă аптекăсем хушшинчи конкурсра чи лайăххи ята тивĕçрĕмĕр. Кун-çул уттипе пынине хамăр ĕçтешĕмĕр 2014 çулта "Професси тĕлĕшпе чи лайăххи" тупăшура мала тухни те уççăн çирĕплетет. Аптекăсем хушшинче кустсенчи, ун тулашĕнчи конкурссенче эпир яланах малтисен вырăнĕнче. "Çулталăк провизорĕ" пирĕн пулни те савăнтарать. Районти конкурссенчен те айккинче тăмастпăр. Аптека çурчĕ тирпей-илем енĕпе чи хăтлă здани ята илчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă конкурсра та призлă вырăнта пултăмăр тата ытти те.

Чи пысăк пуянлăх вăл пирĕн _ ĕç коллективĕ. Чылайăшĕн стажĕ 30 çултан та иртет. Çамрăк кадрсенче те шанăç пур. Хăйсен тỹрĕ тивĕçне кашнийĕ тăрăшса пурнăçлать. М. Воробьева, Л. Ижедерова, В. Горбунова аслă квалификаци категориллĕ провизорсем, Т. Анисимова директор çумĕ, А. Егорова, С. Сафиуллина, А. Чуммина, Г. Осипова, И. Осипова, Н. Каклимова, Г. Ахметова, Ф. Сабируллина фармацевтсем, Л. Ситова тĕп бухгалтерпа С. Думилина бухгалтер, Л. Нурсовăпа А. Егорова менеджерсем, А. Ялукова санитарка тата ыттисен ĕçне мала хумалăх пур.

Г. АФАНАСЬЕВА, аптека директорĕ.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш аптека заведующийĕ Александр Рыжук аса илĕвĕ тăрăх район центрĕнчи 43-мĕш аптека 1925 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче ĕçе пикеннĕ. Апла пулсан сипленмелли эмелсем сутакан пункта шăпах 90 çул каялла уçнă. Медикаментсене вара Йĕпреç тата Патăрьел район больницин аптекисенчен илнĕ. Республика Пуçлăхĕн 2015 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшỹллĕн ЧР сыв-лăх тата социаллă аталану министерствин "Аптека № 43" унитарлă предприятийĕн филиал директорĕн çумне Татьяна Владимировна Анисимовăна (А. Астраханцева сăн ỹкерчĕкĕнче сулахайран иккĕмĕшĕ) "Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ работникĕ" ята панă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика