АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена çине _кăмăлтан

14 ноября 2015 г.

 Районти централизациленĕ клуб системинче театра кăмăллакансен тата драма коллективĕсен республикăри фестивалĕн зонăри конкурсĕ иртрĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă. Вăл "Мухтав ахрăмĕ" темăпа иртрĕ.

Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ пирĕн районта пулчĕ. Унта Шăмăршăри театра кăмăллакан çамрăксен икĕ ушкăнĕ, Йĕпреçри тата Патăрьелĕнчипе Хирти Пикшикри, Сăкăтри пукане халăх театрĕсен коллективĕсем хутшăнчĕç. Çĕнĕ Ахпỹртри ачасен пултарулăхне видеопа хаклама тỹр килчĕ.

Патăрьел халăх театрĕ В. Проскуринан (режисерĕ Л. Леонтьева, лартаканĕ А. Пузырников) "Хăвăн ятна ан ман" пьесине сцена çине кăларчĕ. Рольсене Н. Квасова, А. Пузырников, А. Федорова, Р. Семенова, Ю. Езюков, А. Шакин, А. Калькин тата ыттисем те ăста вылярĕç. Т. Маллинапа Д. Васильев ачасен ролĕсенче пулчĕç.

Хирти Пикшикри ачасем улах ларнине кăтартрĕç. Ăна Д. Салахова сцена çине кăларма хатĕрленĕ. Репертуарта "Палăк умĕнчи амăшĕн монологĕ" те пур.

Сăкăтри пукане театрĕ вара (режиссерĕ В. Кузнецова) М. Юхман "Итлемен чăх чĕппи" пьеси тăрăх лартнă спектакле кăтартса савăнтарчĕ. Сцена ăстисен ĕçне хисеплĕ жюри членĕсем хак пачĕç.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика