АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавçăрулăха та, чăтăмлăха та тĕрĕслет

14 ноября 2015 г.

Спортăн кирек хăш вăййи те çавах. Шашка-шахмат сĕтелĕ хушшине вырнаçнисем вăхăт иртнине те сисмеççĕ. Ку хутĕнче "Паттăр" стадионта иртнĕ тупăшăва 17-ĕн хутшăнчĕç. Пĕринчен тепри ăста та маçтăр. Çавах Н. Федорова (Патăрьел) çитекенни пулмарĕ. Пĕрремĕш вырăна кам тухасси малтанхи парти хыççăнах уçăмланчĕ. Иккĕмĕшне вара Тикешри В. Антонов, виççĕмĕшне Тутар Сăкăтĕнчи Т. Абянов йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсем Хисеп грамотисемпе медальсене тивĕçрĕç. Ноябрĕн 15-мĕшĕнче вара çакăнтах шахмат ăстисем пухăнма кăмăл тăваççĕ. Ăмăрту 10 сехетре пуçланать.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика