АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан улталанăр: палламан çынна банк картин номерне ан парăр!

18 ноября 2015 г.

 ЮЛАШКИ вăхăтра мошенниксем кĕсъе телефонĕн çăмăллăхĕпе усă курса чылай çынна чике тăршшĕ лартса хăварнине илтме пулать. Услам тăвас тĕллевпе пĕр-пĕр юлташпа çыхăнăва тухнăскерсем, ун умĕнче ăшă та "çуллă" сăмахсемпе темĕнле те шанăçа кĕме тăрăшаççĕ. Шар куракан вара кăшт вăхăт иртсенех чавсине хыпалать те... Анчах çывăх пулсан та ăна çыртма çук. Нумай пулмасть Патăрьелĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăмпа та çаплах пулса тухнă. Пĕр каçхине ун патне пĕлтерỹ вуланă хыççăн палламан арçын шăнкăравланă, ун хваттерне туянма хирĕç маррине пĕлтернĕ, çавăнпа та интернета лартнă рекламăна каялла илме сĕннĕ. Вăл çеç те мар-ха, сататкă вырăнне темиçе пин куçарса пама банк картин реквизичĕсене те ыйтнă...

Шанăçа кĕнĕ 28 çулхи хĕрарăм кăшт тăрсанах ултавçă серепине çакланнине чухласа илнĕ, унăн счечĕ çинчи 9000 тенкине касса илни çинчен СМСка çийĕнчех çитнĕ.

Йĕрке хуралçисем усал шухăшлă мошенникăн телефон номерĕ Пушкăрт Республикинче регистрациленнине çирĕплетнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика