АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек-синкек айккинче çỹретĕр, ангелсем юнашар пулччăр

18 ноября 2015 г.

ХАЛЬХИ вăхăтра шел пулин те çынсен пурнас кунĕ кĕтмен-туман çĕртен, аварисенче те нумай татăлать. Асфальтлă çул юнпа пĕвенни, виçесĕр куççульпе йĕпенни, çынсем пысăк çухату тỹсни кашнин чĕринче хурлăх çуратать... Ахальтен мар-тăр вунă çул каялла ноябрĕн 15-мĕшне çул çинчи аварисенче ĕмĕрлĕх куçне хупнисене асăнмалли кун тесе çирĕплетнĕ. Календарьти çак паллăна эпир те пĕр йĕрсĕр ирттерсе яраймастпăр. Кăçалхи вунă уйăхра çеç пирĕн районта шута илнĕ 38 автоаваринче 20 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Пиртен вăхăтсăр уйрăлнисем кашниех канлĕх тупчăрах. Республикипе, Раççейĕпе çак кăтарту тата та пысăк.

Çак паллă кун районти ГИБДД начальникĕ Александр Петров пуçарăвĕпе Сергий Пегасов благочиннăйпа Николай Марков протоиерей юлашки вăхăтра çине-çинех авари пулакан Шăнкăртампа Патăрьел ялĕсем вĕçĕнчи хĕресленнĕ çул вырăнне Турă шывĕпе светит тунă. Малашне инкек-синкек айккинче тăтăр, пире сыхлакан ангелсем çумрах çỹреччĕр. Анчах çакна та манмалла мар _ çул çинчи йĕркене пурте пăхăнар!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика