18 ноября 2015 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительство çуртĕнче "Чăваш Республикин 2015 çулхи республика бюджетне пайăрлатассин тĕп виçисем çинчен" ыйтупа канашлу иртрĕ. Унта ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсен ертỹçисем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Пĕтĕм Раççей халăх фончĕн Чăваш Енри регион штабĕн, Общество палатин членĕсем, Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсем хутшăнчĕç.
Михаил Игнатьев 2015 çулхи бюджет экономикăн кăткăс условийĕсенче пурнăçа кĕнине пĕлтерчĕ. "Эпир йывăрлăха пăхмасăрах республика бюджечĕн виçисене виççĕмĕш хут тỹрлетнĕ май пĕрлештернĕ тупăшăн суммине 359 млн тенкĕлĕх пысăклатассишĕн планлама май килет",_ терĕ.
Тĕп калаçу республикăра сывлăх сыхлавĕн тытăмне лайăхлатасси, çĕнĕ шкулсем тăвасси, çынсене ишĕлес патнех çитнĕ çуртсенчен куçарасси пирки пычĕ.
Канашлăва хутшăннисем хăйсен шухăшне кĕскен пĕлтерчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)