АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕтетпĕр сана, хаçатăмăр!

18 ноября 2015 г.

Светлана КУЛАКОВА, "Авангард" хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ "Авангард" хаçатăн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтни, алла тытсан вара пĕрремĕш страницăран пуçласа юлашки таранах вулани, тăван чĕлхепе тухакан çак кăларăма чăннипех юратни çинчен каласа панине вулакансенчен пĕрре мар илтнĕ. Эпĕ хам та ăна кĕтекенсен шутĕнче, ĕнер-паян кăна çуралнă вăхăтлăх юрату мар ку. Темиçе çул каяллах çуралнă вăл. Пĕрре те çухатас килмест кунран-кун çирĕпленсе пынă çак юратăва. "Шур сухалсен" шутĕнче пирĕн хаçат. Килес çул 85 тултарать. 8 теçетке ытла вăл пĕр тикĕссĕн кăларăм çине кăларăм калăплать. Çак вăхăт хушшинче 11 пине яхăн номер кун çути курнă.

Çулленех пирĕн юратнă хаçатăмăр сумлă премисене, Хисеп хучĕсене тивĕçни пирки паллашсах тăратпăр. Вуламалли вара кашни номертех пулнă та, пур та. Районти чăвашсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, канăвĕпе, вĕренĕвĕпе, тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркине мĕнлерех тытса пынипе паллаштарать. Çав вăхăтрах çỹлти влаçсен тĕрлĕрен йышăнăвĕ, саккунĕсем çинчен те ăнлантарсах, аса илтерсех тăрать. Хăйĕн ĕмĕрĕнче хаçатăмăр сăн-питне, пурнăçри çул-йĕр-не, чăн-чăн тусĕсене тупма пултарчĕ.

Районти чылай çын "Авангардпа" туслă çыхăну тытать, юратса вуланипе пĕрлех çырса та тăрать, ăна тата интереслĕрех, кирлĕрех тума пулăшать. Сăвă- калав çырма кăмăллакансене те кỹрентермест хаçат. Тăтăшах "Юхма ен" кĕввипе паллашма пулать. Хаçат авторĕсен хушшинче çивĕч ыйтусем хускатакансем те çук мар. Материалсенче вуламалли, пĕлмелли, ăша илмелли пурах. Кỹршĕ ялсем мĕнле пурăннине пĕлес, хыпар-хăнарпа, пĕлте- рỹсемпе паллашас тĕллевпе пушшех те "Авангарда" тытма тивет.

Çапла куратпăр хаçатăн паянхи сăнне-питне. Эпир, вулакансем, пулăшсан ăна тата та пуянрах, илемлĕрех тума пултаратпăр. Мĕнле пулăшма пултаратпăр-ха? Паллах, чи малтан _ ăна çырăнса илнипе. Кун пирки хăйĕн тус-юлташне, кỹрши-аршине те аса илтернипе. Хаçата çырăнма укçа-тенкĕпе пулăшакан тусĕсем те çук мар. Çакăн пек ыркăмăллăх кăтартни пĕрре те ытлашши пулас çук. "Авангард" пуриншĕн те тăван хаçат пуласса шанас килет.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика