АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхлă çыннăн шухăшĕсем те çирĕп

18 ноября 2015 г.

Интернет, планшет, компьютер ĕмĕрĕнче спортпа туслă пулни пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Çамрăк ăрăва сывлăхлă та тĕреклĕ çитĕнтерессишĕн физкультура учителĕсен, тренерсен нумай тăрăшмалла. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхасси ачаранах пуçланать.

Александр Клементьев тренер пулса 6 çул тăрăшать. Тĕрлĕ ỹсĕмри ачасене ирĕклĕ майпа кĕрешес ăсталăха вĕрентет. Спортăн çак тĕсĕпе вăл хăй пĕрремĕш хут Çĕнĕ Шупашкарти училищĕне вĕренме кĕрсен паллашнă. Çар хĕсметĕнчен килсен Раççейри физкультурăпа спорт отличникĕ Анатолий Васильевич Власов тренер патĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессин ăслайĕсене малалла туптанă. Çав вăхăтрах Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче физкультурăпа спорт факультетĕнче ăс пухнă. 2-мĕш курсра Патăрьелĕнчен тата ытти районтан килнĕ арçын ачасене пухса тренировкăсем ирттерме пуçлать. Аслă пĕлỹ илсен тăван тăрăха - Патăрьел районĕнчи Пăлаçи Атăк ялне таврăнать. Кунта вăл хăйĕн чун киленĕçне малалла тăсать. Ялти шăпăрлансене кашнинех кĕрешỹ енĕпе туслаштарма тĕллев лартать. "Малалла" эртелте ĕçленĕ вăхăтра ачасем валли ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине йĕркелет, кунта икĕ çул ĕçлет. Çав вăхăтра унăн вĕренекенĕсем А. Марлынов, А. Верликов, И. Горшков, П. Гусев Чăваш Республикинчи ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Тренер ĕçĕнчи лайăх кăтартусене пула 2012 çулта Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексне тренера чĕнеççĕ. Кунта тăрăшнă вăхăтра та унăн вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсем ỹссех пыраççĕ. Республикăри ăмăртура В. Хромов пĕрремĕш вырăн, Н. Шайдуков виçĕ хутчен виççĕмĕш вырăн йышăнать. Н. Мылов та виççĕмĕш вырăна тухма пултарать. Н. Шайдуков кăшт каярах Республикăра пĕрремĕш вырăна тухса Раççей шайĕнчи турнирта чи çỹлти картлашка çине хăпарать, Атăлçи федераллă округра виççĕмĕш вырăна тухать. Д. Клементьевăн та çитĕнĕвĕсем лайăх. Вăл пĕр тăван Лапшинсен ячĕпе ирттернĕ ăмăртура виççĕмĕш вырăна тухма пултарать. Нумаях пулмасть Республика шайĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ирттернĕ ăмăртура арçын ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарать. Районта М. Молочниковпа Д. Хромов абсалютлă чемпионсем шутланаççĕ. В. Михайловпа В. Викторов наци кĕрешĕвĕнче малти вырăнсене тухаççĕ.

Акатуй-сабантуйсенче темиçе çул така выляса илеççĕ.

Александр Клементьев тренер патне халĕ 30 ытла ача çỹрет. Вĕсен хушшинче 1-мĕш класран пуçласа 11-мĕш класс таранах. Арçын ачасем хушшинче икĕ хĕр ача та пур.

_ Ытти спорт енĕсемпе те туслă пулнă эпĕ: çуран тата йĕлтĕрпе чупассипе те, турник çинче йăтăнассипе, бокспа та. Спортăн ирĕклĕ майпа кĕрешес енне ытларах кăмăлларăм, мĕншĕн тесен вăл ачасене тата та ытларах аталантарать. Çан-çурăмăн пĕтĕм мышцисем ĕçлеççĕ. Секцинче ачасем чупаççĕ, тĕрлĕрен хускану тăваççĕ, ăслайсем вĕренеççĕ, пĕр-пĕринпе кĕрешеççĕ. Кĕçĕннисем аслисенчен пăхса хăнăхаççĕ. Пĕр-пĕрне пулăшса, вĕрентсе пыраççĕ, пĕр пысăк çемьери пек пурăнаççĕ. Эпĕ кашнийĕшне хамăн шăллăм, ача вырăнне хурса ĕçлетĕп, _ кăмăллă калаçать тренер.

О. ВЕРЛИКОВА.

О А. Клементьев 2013 çулта районти чи лайăх тренер ята тивĕçнĕ.

О 2014 çулта А. Клементьев патĕнче вĕреннĕ А. Верликовпа И. Горшков Республикăри арçынсен хушшинчи кĕрешỹре пĕрремĕш вырăна тухнă.

О Тренер патĕнчен пурĕ 4 выпуск тухнă

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика