АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăпаран тараймăн…

18 ноября 2015 г.

Нумай пулмасть пирĕнтен яланлăхах "Авангард" хаçат тусĕ, обществăлла кор респондент, Кивĕ Катек ялĕнче çуралса ỹснĕ Юрий Самойлов (Юрий Юр) уйрăлса кайрĕ. Вăл та шăллĕ _ Валерий Раштав _ пекех сăвăсем çыратчĕ, хăйех кĕвĕлетчĕ. Пĕрлех хут купăспа питĕ ăста калатчĕ. Юлашки вăхăтра Кивĕ Катекри культура çур- тĕнче йĕркеленнĕ "Самана" ушкăна ертсе пыратчĕ. Шел пулин те, йывăр чире парăнтараймарĕ. 40-рен кăна иртнĕччĕ вăл...

Хаçат вулакансене Юрий Юр çырнă юлашки сăвăсенчен пĕринпе паллашма сĕнетпĕр.

Хурлăхлăн янрарĕç юррисем,

Тунсăхлисем ман пулчĕç сăввисем.

Майне пĕлмерĕм пулĕ пурнăçне тума,

Халь çитрĕ акă вăхăт ман кунтан кайма.

Хут купăс ман ларать халь кĕтесре.

Ăçта-ши эсĕ, тусăм, _ тет мана кĕтсе.

Çук çав! Халь ĕнтĕ çепĕç хĕлĕхсем

Янрамĕç нихăçан та кĕвĕсем.

21. 08. 2015 çул.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика