18 ноября 2015 г.
Район полицийĕнче участокри уполномоченăйсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Йĕрке хуралĕнче участковăй _ универсаллă çын. Вăл преступлени тăвакансемпе кĕрешнипе пĕрлех вырăнти халăх пурнăçĕн тăнăçлăхĕшĕн, пĕтĕмĕшле йĕркешĕн те питĕ яваплă. Çавăнпа та тĕрлĕрен ыйтăва, проблемăна татса панă чухне тỹрĕ чунлă та тăрăшуллă участковăйсенчен чылай килет.
Эпир йĕркепе тивĕçтерекен Патăрьел тата Шăмăршă райо- нĕсенче 87 ял: пирĕн тăрăхра 56 тата кỹршĕ районта _31. Икĕ муниципаллă районта вăтăр пине яхăн хуçалăхра аллă пине яхăн çын пурăнать! Урăхла каласан, полици сотрудникĕсен йĕрке хуралĕнче пикенсе тăрăшмалли ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар. Вăл шутра участоксенчи уполномоченнăйсен те ĕç объекчĕ самай калăпăшлă. Чылай участковăй икшер е тата та ытларах ял тăрăхĕнчи халăхпа ĕçлет.
Ман шутпа, халăхра "манăн милици (халĕ полици ĕнтĕ) мана сыхлать" текен каларăш нихăçан та кивелмест. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем тĕрĕссипе хăйсен яваплăхне кура хăрах куçне хупса çеç çывăраççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Эпир тăтăшах тĕр-лĕрен таварпа пурлăх объекчĕсене тĕрĕслетпĕр, вырăнсенче халăхпа тĕл пулса профилактика мероприятийĕсем ирттеретпĕр, çынсем йышлă çỹрекен вырăнсенче йĕрке тăватпăр, уйрăм гарждансемпе, çемьесемпе ĕçлетпĕр тата ытти те. Урăхла каласан, тăтăшах халăх хушшинче. Кăçал çеç çулталăк пуçланнăранпа граждансене хăрушлăхран сыхлас тĕллевпе пирĕн участковăйсем 145 обществăлла мероприятине хутшăннă. Йĕрке хуралĕн сотрудни- кĕсем тăтăшах çакнашкал мероприятисене хутшăннăран 2015 çулта обществăлла вырăнта, урамра преступлени тăвасси те, ют пурлăха вăрласси те чакнă.
Кăçалхи вунă уйăхра Патăрьел районĕнчи уполномоченнăйсем граждансенчен кĕрекен тĕрлĕ-рен 2616 ыйтăва пăхса тухнă, 45 хутчен граждансен пухăвĕ- сенче тухса калаçнă, малтанхи çур çулта 16 хутчен отчет тунă.
З. КАМАЛЕТДИНОВ, район полицийĕн участокри уполномоченнăйсен тата çул çитменнисен пай пуçлăхĕ, полици подполковникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)