АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Спид" çывăрмасть…

21 ноября 2015 г.

СПИД чирĕпе официаллă кĕрешме пикенни 30 çула яхăн. 1988 çултанпа вара хĕл уйăхĕн пĕрремĕш кунне _ декабрĕн 1-мĕшне _ СПИД чирĕпе кĕрешмелли кун тесе йышăннă. Паянхи кун ар çыхăнăвĕпе, юнпа, амăшĕ урлă тепĕр çынна ерекен амак вирусне çаклатнисем хунасах пыраççĕ. Статистика кăтартăвĕ çакна çирĕплетет: тĕнчипе асăннă инфекципе сусăрланнисем 78 миллионăн! Калама кăна вĕт! Чăваш Енте те хура списока çакланнисен йышĕ 1942е çитнĕ! А

сăрханмалли, сехĕрленмелли çынсем пирĕн ра- йонта та пур. Районти тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ А. Чернова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх паян шурă халатлисем çак сăлтавпа 16 çамрăкăн сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Вĕсенчен вуннăшĕ арçын, улттăшĕ _ хĕрарăм. Аскăнлăхпа хăйсен чечек пек пурнăçне, ят-шывне тикĕтпе вараланисем 25 _ 39 çулсенчи çамрăксем. Вĕсенчен ытларахăшĕ (85 проценчĕ!) ют çĕре вăрăм укçа тума кайса "ахрат" çырмине çакланнăскерсем.

ВИЧ инфекцине ертнĕ тăватă амăшĕн вара паян Турра тав тумалăх пур. Телее, ачисем пурте сывă. Республикипе вара 303 амăшĕнчен çуралнă 18 пепке чир серепине çакланнăскерсем.

Ватăсем мĕн авалах усал утпа çỹрет тенĕ. Çавăнпа та талăкĕ-талăкĕпе çывăрман чиртен айккине пăрăнас тесен чăн малтанах сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, çемьери хутшăну çирĕп, шанчăклă пулмалла.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика