21 ноября 2015 г.
Сире професси уявĕсемпе ăшшăн саламлатпăр!
Сирĕн ĕçĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашни предприяти, учреждени, организаци аталанăвĕ бухгалтерсен, налук службинче вăй хуракансен тимлĕ те тĕрĕс ĕçĕпе тачă çыхăннă. Районта пурăнакансен социаллă пурнăçĕ, районăн экономика аталанăвĕ специалистсен ĕç эффективлăхĕнчен, яваплăхран, професси ăсталă- хĕнчен нумай килет.
Сирте çак пахалăхсем пурри халăх пурнăçне лайăхлатма май паратех. Бухгалтерсемпе налук службин ĕçченĕсене умри тĕллевсене пурнăçлама чăтăмлăх, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçусем сунатпăр.
Район пуçлăхĕ М. ПЕТРОВ, район администраци пуçлăхĕ Р. СЕЛИВАНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)