АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шухаш

21 ноября 2015 г.

Г. КУДРЯВЦЕВА, Турханти ача сачĕн воспитательници:

_ Пурнăçăн ытларах пайне çак коллективра ирттертĕм. Педагогика каçалăкне ура ярса пусни виççĕмĕш теçетке те тулчĕ. Тĕрлĕ вăхăтра, ăрасна условисенче ĕçлеме тỹр килчĕ. Хĕллехи вăхăтсенче шăнса ĕнтĕркенĕ вăхăтсем те сахал пулман. Хальхи вăхăтра чăнласах та ачасен воспитани никĕсĕ çирĕп пултăр, вĕсем пур енлĕн аталанса ỹчсĕр, çыхăнуллă пуплевсем тума хăнăхчăр тесе мĕнпур вăя хурса ĕçлетпĕр. Хамăр тавралăхри илеме курса хаклама хăнăхтарасси те пирĕн ĕçре тĕп тĕллевех. Кашни шăпăрлан Кокель пек талант пулаймасан та хăйĕн шухăшне хут çинче палăртма хăнăхтăр...

Тепĕр шухăша та палăртса хăварасшăн. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2016 çула Ĕç çыннипе çыхăнтарнишĕн хĕпĕртерĕм. Кирек мĕнле коллективра та нумай çул тăрăшса вăй хуракансене тимлĕх кирлех. Ку вăл çамрăксемшĕн те ырă тĕслĕх.

В. ОСТРОУМОВ, "Фирма "Овит" общество директорĕ, информаци ушкăнĕн членĕ:

_ Паянхи пурнăç пурне те перекетлĕ те тирпейлĕ пурăнма хистет çеç мар, вĕрентет те. Çавăнпа та урамсенче, учрежденисен кантурĕсен умĕнче энергие перекетлекен лампочкăсем пулсан лайăх. Турханта çеç 13 _ 14 организаци ĕçлет. Вĕсен умĕсенче каçсерен çутă пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Сăмах май, "кăвак çулăмăн" кăмакисене пĕлсе туянмалла. Пĕр-пĕр кăлтăкшăнах хаклă оборудованине кăларса пăрахмалла ан пултăр.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика