25 ноября 2015 г.
НОЯБРĔН 26-мĕшĕнче, кĕçнерникун, 18 сехетре республикăри Вĕрентỹ министерстви Чăваш Енте пурăнакан ашшĕ-амăшĕсемпе 2015_2016 çулсенчи вĕренỹ çулĕнче хакпа çыхăннă процедурăсем пирки видеоконференци йĕркелет.
Пысăк пухура ашшĕ-амăшĕ çитес çулхи ЕГЭ тата тăххăрмĕш класра ГИА тытнă чухнехи çĕнĕлĕхсем пирки тĕплĕнрех хурав илĕç. Кунсăр пуçне вĕсен умĕнчех пирĕн республикăри вĕрентỹ пахалăхĕн результатне, çак отраслĕн малашлăхне тишкерни те кăсăклă пулмалла. Хальхи вăхăтра пепкисем тăваттăмĕш класра вĕренекенсемшĕн те видеоконференцинче тимлĕ итлесе лармалли сăлтавĕ пысăк: кăçалхи декабрь уйăхĕнче вĕсем Раççей шайĕнче йĕркелекен тĕрĕслев ĕçне хутшăнаççĕ. Урăхла каласан, кĕçĕн класра вĕренекенсемшĕн те Хĕл Мучи пысăк хутаçпа пирĕн пата çитиччен пысăк шухăша татса пама тивет.
Çĕнĕ меслетпе йĕркеленĕ пуху умĕн ашшĕ-амăшĕ хăйсене канăç паман ыйтăва http,ỸỸege21.ruỸforumỸ электронлă адреспа çитерме пултараççĕ. Вĕсен çивĕч шухăшĕсене пухура усă курĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)