25 ноября 2015 г.
ЧỸК уйăхĕн 28-мĕшĕнчен православи тĕн йăли- йĕркине тытса пыракансемшĕн Раштав типпи пуçланать. Хамăрăн çылăхсемшĕн ỹкĕнсе типĕ тытнă, Турă юнне ăша илнĕ тапхăрта районти Çырăнтару керменĕнче те Мендельсон маршĕпе вальс çаврăнакан мăшăрсем сахалланаççĕ. Çавăнпа та маларах хăйсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртсе пĕр-пĕрне ылтăн çĕрĕ тăхăнтартакан каччăпа хĕрсем çине-çинех ЗАГСра арăмĕпе упăшки пулнине ĕнентерсе алă пуснă. Иртнĕ эрнере çеç сакăр çамрăка саккунлă мăшăр пулнă ятпа саламласа свидетельствăсем тыттарнă.
Çакна та палăртса хăвармалла: çулталăк пуçланнăранпа регистрациленнĕ мăшăрсенчен çемье пуçлăхĕсем чăнласах та тĕплĕн шутланă хыççăн авланни курăнать: 232 регистрацинчен 121-шĕ вăтамран 25 _34 çулсенче çеç çак утăма тунă. Хĕрсем вара ытларах 18 _ 24 çулсенче кин пулнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)