25 ноября 2015 г.
Ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитетсен ертỹçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин çулсем çинчи лару-тăрупа кă- сăкланнинчен пуçларĕ. Кану кунĕсенче çанталăк малтан вăйлă çил-тăманпа, унтан тăруках ăшăтса янипе тата çăра тĕтрепе тĕлĕнтернине кура çак тема мала тухни пĕртте ăнсăртран мар.
Транспорт министрĕ Владимир Доброхотов çул-йĕр организацийĕсем хăйсен ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçланине палăртрĕ. Федераци çулĕсем çинче кăна 46 единица техника ĕçленĕ. Пĕтĕмпе вара республикăри çулсем пăрланасран сыхланса ятарлă 6 пин тоннăна яхăн хутăшпа усă курнă. Шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх, 422 авари пулнă. Шел те, 3 çын вилмеллех сусăрланнă.
Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев халăха ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисене мĕнле пурнăçланипе, машинăсемпе техникăн ытти тĕсĕн юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Еландаев çулталăкри техосмотр кăтартă- вĕсемпе паллаштарчĕ.
Юлашки вăхăтра йăлана кĕнĕ йĕркепе ку хутĕнче те канашлăва налук тỹлес енĕпе пысăк парăма кĕнĕ предприятисен ертỹçисене итлерĕç. Сăнанă тăрăх _ "канашлу хыççăнах тỹлесе тататпăр" текенсем çукрах. Çапах çапла çỹллĕ шайра сỹтсе явни кăлăхах пулмасса шанас килет. Хальхинче чĕннисем те парăма çийĕнчех татма шантармарĕç. 1 млн тенкĕ ытла парăма кĕнĕ "Теплый дом" компани ертỹçи потребительсен предприяти умĕнчи парăмĕ 16 млн тенкĕпе танлашни çинчен каласа тỹрре тухасшăн пулчĕ. Çук, премьер ку сăмахсене хăлхана чикмерĕ: "Тỹлев графикне тăвăр, çулталăк вĕçлениччен парăма татмалла".
"Промышленные услуги" ООО ертỹçи Вячеслав Нестеров компани "Трактор завочĕсем" концерн предприятийĕсен каяшĕсене илсе тухас енĕпе ĕçлени пирки каларĕ. "Промтрактор", агрегат завочĕ вара ОООна укçа тỹлеймеççĕ _ парăм 26 млн тенке çитнĕ. "Вĕсем тỹлесенех налукçăсем умĕнчи 4 млн ытла тенкĕлĕх парăма пĕр сăмахсăрах татнă пулăттăмăр", _ пăшăрханса калаçрĕ директор. "Сирĕн ĕç-пуç çапла çивĕчленессе малтанах пĕлсе тăмалла, тивĕçлĕ план тумалла пулнă", _ терĕ Иван Моторин налуксем бюджетниксене, бюджет учрежденийĕсене тытса тăма, социаллă ыйтусене татса пама кирли çинчен пĕлтерсе.
"Хыпар" хаçатран
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)