25 ноября 2015 г.
Хальхи вăхăтра халăх патне çитермелли хыпарсен çăлкуçĕ анлăлансах пырать пулин те, кулленех вулакан патне саланакан хаçат пĕлтерĕшĕ те пĕчĕк мар. Паян районта пурăнакан пилĕк пине яхăн вулакан Юхмапа Пăла тăрăхĕнче эрнере икĕ хутчен, чăвашла тата тутарла (шăматкунхи номерте вырăсла кăларăм та пур) тухса тăракан "Авангардпа" туслă пулни, ăна алран ямасăр паллашса тăни те кăмăллă. Ку тĕлĕшпе Ишлĕ çыхăну уйрăмĕ те вулакансемпе çирĕп çыхăну тытма тăрăшать. Хаçат çырăнтарас ĕçре чăн малтанах почтальонсем опытлă пулни пĕлте рĕшлĕ. Сăмахран, И. Зверева çăмăл мар тивĕçе кỹлĕнни вăтăр çул çитнĕ! Т. Рогожина почтальонкăпа О. Никифорова та хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлаççĕ. Титовсем, Тихоновсем, Родионовсем, Едифановсем Терентьевсем, Алексеевсем тата ыттисем те çемйипех "Авангардпа" çывăх пулнине те палăртмасăр хăварма çук.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)