25 ноября 2015 г.
Раççей Президенчĕ В. Путинпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев кашни çулах мĕне те пулин палăртса хушу кăлараççĕ. Пĕлтĕр, акă Культура çулталăкĕ пулчĕ. Çакă ку енĕпе çанă тавăрса ĕçлемеллине пĕлтерчĕ ĕнтĕ. Ырă йăла-йĕркесене малалла тăсса çĕннисене пурнăçа кĕртессипе çыхăнмалла вăл. Анчах тепĕр чухне темшĕн пулсах пĕтмест пирĕн. Сăмахăма культурăпа спорт çинчен пуçарас килет. Палăртнине туса çитерейменни пăшăрхантаратех. Кун пирки пĕринче хаçат страницинче Кĕçĕн Арапуçĕнчи В. Селиванов та хускатнăччĕ. Василий Михайлович калашле, культура çурчĕсене юсанисĕр пуçне нимех те улшăну пулмарĕ пулас. Штатсене кĕскетни палăрчех. Пирĕн Нăрваш Шăхалĕнче культура çурчĕ кĕрлесе çеç тăратчĕ, халĕ унти сасăсем лăплана пуçларĕç. Илемлĕх ертỹçипе (худрук) баянист штачĕсем пĕтнĕ. "Куккук" кулăш ăстисен ушкăнĕ те ĕçлемест. Вăхăтĕнче вĕсем республикăри конкурсра та лауреат ятне тивĕçме пултарнăччĕ. Ялти культура çурчĕсенче çав штатсемпе ĕçлекенсем те пулмасан ертỹçисен пурне те хăйсен пурнăçламалла-и-ха? Енчен те ертсе пыраканни музыка училищинче е культура институтĕнче вĕреннĕ пулсан ĕçĕ тивĕçлĕ шайра пырĕ теме пулĕч-чĕ-ха. Пур ялсенче те ятарлă специалистсем ĕçлемеççĕ-çке. Тавçăруллисем йывăрлăхран çăмăллăнах тухаççĕ. Компьютер урлă тата ытти музыка аппара- чĕсемпе халăх хушшинче сарăлнă юрăсене флешкăсем çине çыртарса фонограммăпа ахăрттараççĕ çеç. Çакă вăл хамăрăн, чăвашăн, йăли-йĕркине, ĕлĕкхи пулăмсене çитĕнекен ăрăва кăтартса пани пулать-и-ха? Енчен те эпир вĕсене çакна ача са- дĕнченех вĕрентсе пымасан вырăслансах каятпăр, паллах.
Малалла спорт пирки. Районта ирттерекен ăмăртусене, уйрăмах спартакиада шутне кĕртнисене, кашни ял тăрăхĕн команди хутшăнатчĕ. Мĕншĕн тесен вĕсенче спорт енĕпе яваплă çынсем пурччĕ. Çаксем штатăн пĕчĕк пайĕпе ĕçленĕ пулсан та кăтартăвĕ куç умĕнчехчĕ. Халĕ вара çак тỹлевсем Нăрваш Шăхаль тата Аслă Чемен ял тăрăхĕсенче çеç юлчĕç пулмалла. Ял пуçлăхĕ е унăн çумĕ хăйĕн илсе пымалла-и-ха çак ĕçе? Вĕсен унсăрăн та тиевĕ пайтах. Ертỹçĕсен спорт инструкторĕсене пулăшса, вĕрентсе пымалла. Çав штатсем ял тăрăхĕсен бюджетне самаях чакараççĕ-шим?
Пытарма кирлĕ мар. Çамрăксем хушшинче ĕçкĕ енне туртăнакансем тупăнаççех. Культура енне е спорт ăмăртăвĕсене явăçсан вĕсен урăхла интерес çуралать. Бюджета пăхса тухса çирĕплетнĕ чухне çак штатсене хăварассине тĕпе хумалла мар-ши?
В. БОРОДКИН, культурăпа спорт ветеранĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)